22 июля 2016 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çỹлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем "Атăл-Янцзы" форматпа ирттернĕ канашăн пĕрремĕш ларăвне хутшăннă.
РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ М.Бабич Раççейри тата Китайри регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли çул-йĕре палăртнă. Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи палăртнă тăрăх - Атăлçи округĕнчи регионсемпе Китай провинцийĕсен ĕçтешлĕхĕ пур енлĕн вăй илет, ĕçĕ те курăмлă. Чăваш Ен Янцзы тăрăхĕнчи регионсемпе ĕçлĕ çыхăну тытни çинчен ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев каласа панă. Чăваш Ен Чунцин хулипе тата Сычуань провинцийĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹсене алă пуснă, вĕренỹ организацийĕсем туслă çыхăну йĕркеленĕ.
Михаил Игнатьев тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илỹпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.
Июлĕн 20-мĕшĕнче Китай Халăх Республикин делегацийĕ Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕ.
Источник: "Каçал Ен"