19 июля 2016 г.
Нумаях пулмасть тĕп библиотекăра пирĕн ентешĕн, Светлана Гордеева сăвăçăн "Пахчара" картинăсен куравĕ вĕçленчĕ. Персоналлă выставка пынă вăхăтра автор ача-пăча библиотекине çỹрекенсемпе те, аслисемпе те тĕлпулусем ирттерчĕ, "Здравствуй, жизни река", "Драгоценности дня" сăвă пуххисене, "Верить в чудеса", "Веселая карусель", "Корзинка с грибами" ача-пăча кĕнекисене презентацилерĕ.
Светлана Гордеева çырнă ача-пăча кĕнекисем тĕрлĕ çулсенче "Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке" конкурс çĕнтерỹçисем пулнă. Çавăнпа пĕрлех Светлана сăвăсен 13 сборникĕн авторĕ, унăн сăввисемпе калавĕсем "Чувашия литературная", "Дружба народов", "Лик", "Кил", "Тăван Атăл", "Самант", "Русский колокол" хаçат-журналта час-часах пичетленсе тухаççĕ.
Библиотека ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, куравпа паллашнисен кашнинех ырă туйăмсем çеç çуралнă, вĕсем автор йĕри-таврари çутçанталăка çав тери илемлĕ çутатса пама пултарнинчен тĕлĕннине палăртса хăварнă. "Звон полей", "Утро цветов", "Огненный полет", "Разговор пионов", "Сказка о ландышах" картинăсем куракансене 3 уйăх хăйсен илемĕпе савăнтарчĕç. Çавăнпа пĕрлех автор "Сон предков" картинăна библиотекăна парнелерĕ, ку пирĕншĕн тата та пысăк чыс.
Библиотека коллективĕ вара Светлана Гордеевăна курав йĕркелесе пама шаннăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать, малашнехи пултарулăх çулĕнче ăнăçу çеç сунать.
И.ЯДРОВА.
Источник: "Каçал Ен"