19 июля 2016 г.
Севастопольти Балаклава районĕнче июлĕн 10-мĕшĕнче пĕрремĕш хут Раççейри пĕтĕм чăвашсен Крымри Акатуйĕ иртрĕ. Акатуя Иркутск,Челябинск, Оренбург, Пенза, Пушкăртстан, Тутарстан, Чĕмпĕр тата ытти тăрăхсенчен, пурĕ вунçичĕ регионтан тата Чăваш Республикинчи чылай районсенчен делегацисемпе фольклор ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем çитрĕç. Пурĕ ултçĕре яхăн хăна тата чылай Крым чăвашĕ пулчĕ ку тĕлĕнмелле уявра. Çав Акатуя пирĕн районти "Каçал" халăх фольклор ушкăнĕ тата Ирина Тихонова (Зарина) юрăç та хутшăнма тивĕç пулчĕç.
1941-44-мĕш çулсенче Севастопольшĕн çапăçса нумай чăваш пуçне хунă. Акатуй пуçланиччен вĕсене асăнса лартнă чул патне чĕрĕ чечексем хума "Каçал" ансамбльти арçынсене шанчĕç. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уява уçнине пĕлтерсен Раççей, Крым, Чăваш Республикисен, Севастополь тата ЧНК-ан гимнĕсене халăх ура çине тăрса, хăватлăн юрларĕ. Балаклава районĕн пуçлăхĕ Сергей Седых Акатуя пуçтарăннисене саламларĕ, чăвашсем ĕçчен те хастар пулнишĕн, пĕрле савăнма пĕлнишĕн тав турĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Севастополь хулинче пурăнакан чăвашсене ăшпиллĕн йышăннăшăн тав турĕ, пĕрле пулсан, туслă пурăнсан эпир вăйлă та пуян пулнине каларĕ.
Фольклор ушкăнĕсемпе юрăçсем улшăнса юрăсем янăраттарчĕç, ура хуçса ташларĕç. "Каçал" халăх фольклор ушкăнĕ юрласа ярсан вара пирĕн районта çуралса ỹснĕ, Крымра пурăнакан ентешĕмĕрсем те сцена еннелле туртăнчĕç. Акă, Хирти Мăрат, Аслă Чурачăк хĕрĕсем Антонина Ангельчик (Родионова), Наталья Герасимова, Анат Тимĕрчкассинче ỹссе халь Симферополь хулинче тĕпленнĕ Валерий Плешков тата ыттисем хăйсен тăванĕсене курнă пекех савăннине пытармарĕç. "Çуралнă яла çитсе курнă пекех пулчĕ, сирĕнпе пĕрле тухса ташша ярас килчĕ", - терĕç вĕсем.
Крым Республикинче пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем чăваш йăли-йĕркине, культурине курса хавхаланчĕç, пирĕн халăхăн историйĕ еплерех тарăн та пуяннине курса тĕлĕнчĕç.
Асра юлмалла пулчĕç Крым Республикинче, Севастополь хулинче çỹренисем, Хура тинĕсре шыва кĕрсе, хĕрỹ хĕвел ăшшинче хĕртĕнсе ирттернĕ кунсем. Киле килме тухсан кăçал çар ретне тăнă Асанкасси каччипе Вячеслав Калашниковпа тĕл пулма Краснознаменка ялĕнче чарăнтăмăр. Вячеслав çак кунсенчех присяга йышăнасса пĕлтерчĕ, ентешĕсене курса питĕ хавасланчĕ.
Тепре тĕл пуличчен, хĕвеллĕ те илĕртỹллĕ Севастополь!
Л.ШУРЯШКИНА.
Фоторепортаж
Источник: "Каçал Ен"