19 июля 2016 г.
"Единая Россия" малтанхи сасăлав ирттернĕ хыççăн политика анинче кăштах шăпланчĕ. Партисем суйлав кампанийĕн активлă тапхăрне хатĕрленеççĕ.
Политологсемшĕн вара ку питĕ хĕрỹ вăхăт. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - тĕрлĕ партисен пуçламăш позицисене хак парасси, сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлаври малашлăхĕ. Шăп халь тĕрлĕ рейтингсемпе прогнозсем тăваççĕ, вĕсенчен хăшпĕрисем кĕтменлĕхпе тĕлĕнтереççĕ те.
Пĕр-пĕрне пăхăнман чылай тĕпчев организацийĕ КПРФ тата ЛДПР партисен рейтингĕ ỹснине, "Справедливая Россиян" вара тăрук чакнине палăртнă. Общественноçпа ĕçлекен Раççей ассоциацийĕн (РАСО) пуçлăхĕ Е.Минченко шутланă тăрăх, çакă СР малтанхи соучредителĕсем - "Родина" тата Пенсионерсен партийĕ - суйлава халь уйрăмшарăн хутшăннипе çыхăннă. Çитменнине, паллă çынсем Оксана Дмитриевăпа Дмитрий Гудков партирен тухнă. Суйлавçăсен пысăк пайĕ вара эсерсен лагерĕнчен хăйсен лидерĕсем хыççăн кайнă.
Левада-центрта "Справедливая Россия" Госдума йышне кĕреймест тесе шутлаççĕ. Партишĕн питĕ сахалăн сасăлама пуçтарăнаççĕ. "Единая Россия" хăшпĕр округсене, çав шутра Чăваш Республикинчи Канаш округне те, кĕрешỹсĕрех пама йышăннине шăпах çакăнпа ăнлантараççĕ. Парламентран пĕр парти пач çухални çĕршыв ертỹлĕхĕн планĕсемпе çыхăнман. Суйлавçăсен пулăшăвне унта нимле экспертсенчен те аванрах чухлаççĕ.
Енчен те ку верси тĕрĕс пулсан, "Справедливая Россиян" маларах парти списокĕсемпе иртнĕ паллă представителĕсем мĕншĕн пĕр мандатлă округсене ыткăннине ăнланма пулать. Тата шăпах "Единая Россия" хăй кандидачĕсене тăратман округсене. Ку регионсене асăннă политиксем халиччен нихăçан пырса та курăнман. Ахăртнех, парти ертỹçисем те парти списокĕ çине шанмаççĕ.
Чăваш Енре "Справедливая Российăна" банксен пĕрлĕхĕсен лидерĕсем ертсе пыраççĕ, вĕсен суйлав кампанине аван укçа-тенкĕ хывма май пур тесе шутлама пулать. Çапах пирĕн патра та Канаш округне кĕрешỹсĕрех панă. Апла тăк "Справедливая Россия" парти представителĕ конкурентлă кĕрешỹре çĕнтересси иккĕлентерет.
Асăннă лару-тăру тĕрлĕ шухăш çуратать. Пĕрремĕшĕнчен, саккун кăларас енĕпе тăрăшса ĕçлекен парламент партине хăвăн сассуна парасси. Тепри вара - кайра пыракан партисенчен пĕриншĕн сасăласси. Кун пек чухне сирĕн сассăр пушăлăха ăсанать, çĕршывăн политика пурнăçне витĕм кỹреймест. Эсир пач сасăламан пек пулать. Суйлав - харпăр хăйĕн ĕçĕ, çапах... Шутласа пăхас пулать!
РФ Патшалăх Думин суйлавĕ пĕрлехи сасăлав кунĕнче, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, хутăш системăпа иртет. 225 депутатăн парти списокĕсемпе суйланмалла, 225-шĕн - пĕр мандатлă округсемпе.
Источник: "Каçал Ен"