АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра регистрацилемесен çĕрсĕр юлма пулать

19 июля 2016 г.

 20 çул ытла каялла колхозсемпе совхозсен членĕсем çĕр пайĕсен хуçисем пулса тăчĕç. Чăваш Республикинче 550 пин гектара яхăн ял хуçалăх çĕрне граждансене пай харпăрлăхне пачĕç. Анчах та халăх асăннă çĕрсемпе усă курма васкаманран, саккунпа килĕшỹллĕн çак лаптăксемпе вырăнти администрацисен усă курма май пур.

Çавăнпа та Росреестрăн ЧР управленийĕ аса илтерет: енчен те çĕр пайне регистрацилемен е унпа тивĕçлĕн усă курман пулсассăн, ял поселенийĕн администрацийĕ суд урлă муниципаллă пурлăх тесе йышăнма пултарать. Çакăн пек çĕрсен йышне çĕр пайĕсен хуçисем вилнĕ хыççăн вĕсене никам та регистрацилеме васкаман пайсем кĕреççĕ.

Акă, тĕслĕхрен, Марина Петровăна ашшĕпе амăшĕ хыççăн çĕр пайĕ эткере юлнă. Анчах та вăл харпăрлăх прависене регистрацилеме 1993 (ашшĕн пайĕ) тата 2002 çултанпа (амăшĕн пайĕ) килмен. Районти суд вара асăннă çĕрсене муниципаллисен шутне кĕртме йышăннă. Петрова çак йышăнупа килĕшмесĕр апелляци панă, анчах та ЧР Верховнăй сучĕ те вырăнти судпа килĕшнĕ, ашшĕпе амăшĕ пурăннă чухне, вĕсем вилнĕ хыççăн та çак çĕрсемпе тивĕçлĕн усă курманнине палăртса хăварнă. Çапла Марина Петрова çĕрсĕр тăрса юлнă.

Паянхи куна Чăваш Республикинче муниципаллă пурлăх йышне 54 пин ытла çĕр пайне кĕртнĕ. Çавăнпа та çĕрпе уйрăлас килмест пулсассăн, ăна вăхăтра Росреестрта регистрацилемеллине ан манăр.

Росреестрăн ЧР уйрăмĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика