АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе ĕçре тивĕçнĕ

19 июля 2016 г.

Июлĕн 13-мĕшĕнче Хырай Ĕнел ялĕнче пысăк уяв пулчĕ. Ялта çуралса ỹснĕ маттур та пултаруллă çынсене - Маргарита Яковлевна Седловăна, Валерий Владимирович Туркая - çав кун "Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чысларăмăр. Çак ята вĕсем нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ.

Акă, Маргарита Яковлевна "Искра" колхоз доярки пулнă. Вăл - Чăваш АССР ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна пĕрре кăна мар медальсем, Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чысланă. 75 çулхи кинемей паянхи кун та вăр-вар çỹрет, пур ĕçе пурнăçлама та вăхăт тупать.

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ентеш пуçарнипе Хырай Ĕнел ялĕнче часовня хăпартса лартма пултарнă. Валерий Владимирович вăтам шкул вĕренекенĕсене хавхалантарма ятран стипенди те уйăрнă. Çавăн пекех ентеш тăрăшнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата унтан çĕнтерỹпе таврăннă ентешсене халалласа ялта асăну комплексĕ тунă. Шăпах çак пархатарлă ĕçре пуçарулăх кăтартнă 17 çынна Тав хучĕсемпе чысларăмăр. Пысăк ĕçшĕн тавах вĕсене.

Паянхи куна "Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята 9 çын тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕ кашни çулах ỹссе пырĕ.

Л.МАКАРОВА,

ялти ветерансен канашĕн председателĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика