19 июля 2016 г.
Уголовлă кодексăн 222 статйинче хĕç-пăшала, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене саккуна пăсса упранăшăн, туяннăшăн е сутнăшăн çирĕп яваплăх палăртнă - 3 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Уголовлă кодексăн 224 статйипе вара хĕç-пăшала тивĕçлĕ шайра упраманшăн 1 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Çав вăхăтрах çын хăрушă хатĕрсене полицие хăйĕн ирĕкĕпе килсе парсан яваплăхран хăтараççĕ.
Саккуна пăсакан хĕç-пăшал çаврăнăшĕн тĕслĕхĕсене пĕтерес тĕллевпе РФ Шалти ĕçсен министерствин регионти уйрăмĕсем халăха хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе килсе пама хавхалантарма тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Шалти ĕçсен пайне ирĕклĕ майпа хĕç-пăшал, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене панă граждансем укçан компенсаци илме пултараççĕ.
2016 çулхи иртнĕ тапхăрта районта яка кĕпçеллĕ 4 пăшал, 22 патрон килсе панисем 2000 тенкĕ укçаллă пулнă.
Саккуна пăсса хĕç-пăшал упранă тĕслĕхсем пирки пĕлекен хисеплĕ граждансем! Эсир ЧР Шалти ĕçсен министерствине 8(8352)24-16-55 шанчăк телефонĕпе е 02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр, хыпара вăрттăнлăхра упрама шантаратпăр.
Л.НИКИФОРОВА.
Источник: "Каçал Ен"