АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР паллă символĕсемшĕн сасăлăр!

19 июля 2016 г.

 200 тата 2000 тенкĕлĕх купюрăсем çине куçаракан символсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче Шупашкар хули топ-25 хуласен йышĕнче çирĕпленнĕ. Республикăра пурăнакансем Шупашкарти залив хĕрринче аякранах курăнса ларакан Анне палăкĕшĕн Твоя-Россия.рф сайтра активлăн сасăлаççĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ июлĕн 28-мĕшĕнче вĕçленĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕ вара августăн 5-30-мĕшĕсенче иртĕ.

Сăмах май каласан, списокра интереслĕ кỹлепесем те пур. Сăмахран, Воронежри Лизюков урамĕнче вырнаçтарнă кушак çури палăкне асăнмалла. Пермьре тата вăл тăрăхра пурăнакансем "Пермь упин легенди" палăка сĕннĕ. Уншăн та 5000 ытла çын сасăланă та ĕнтĕ.

Çавăнпа пĕрлех республикăра конкурса хутшăнма сĕннĕ Андриян Григорьевич Николаев, Василий Иванович Чапаев памятникĕсемшĕн те сасăлав малалла тăсăлать.

Виçĕ тапхăрпа пыракан конкурса Раççей банкĕ ирттерет. Унăн виççĕмĕш тапхăрне юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Сире те, хисеплĕ вулаканăмăрсем, Твоя-Россия.рф сайта ỹркенмесĕрех кĕрсе Чăваш Республикин паллă символĕсемшĕн сасăлама ыйтатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика