15 июля 2016 г.
Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче 2007 çултанпа ял çыннисемпе хăнасем Питрава тата ял кунне паллă тăваççĕ.
Акă кăçал та июлĕн 12-мĕшĕнче Çĕнĕ Сĕнтĕрте пурăнакансем, çак ялта çуралса ỹссе урăх çĕрте тĕпленнисем тата хăнасем уяв картине тăчĕç. Каçкỹлĕм, ялти тĕп урампа чăваш кĕпиллĕ хĕрарăмсемпе хĕрсем, арçынсем юрăсем шăрантарса ял пуçне анчĕç. Нумайччен шăранчĕ юрă-кĕвĕ. Чăваш халăх юррисене куракансем хаваспах итлерĕç, çулăмлă ташăсене те ытараймасăр сăнарĕç.
Палăртнă вăхăт çитсен сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Полякова, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, централизациленĕ клуб системин директорĕ Мария Илларионова, "Родина" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Анатолий Потемкин, "Искра" колхоз председателĕ Александр Зайцев тата ыттисем хăпарчĕç. Вĕсем пухăннисене уявпа саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, тивĕçлисене наградăсемпе чысларĕç.
Уява Çĕнĕ Сĕнтĕр культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ илем кĕртрĕ. Капăр тумланнă çынсем уяв сăн-сăпатне пуянлатрĕç. Кỹршĕ ялсенчен килсе çитнĕ хăнасем те чунтан савăнчĕç çав каç. Уяв концерчĕн программи пуян та анлă пулчĕ. Шупашкартан килсе çитнĕ эстрада юрăçисем савăк юрă-çемĕпе ял çыннисемпе хăнасен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Каçченех савăнчĕç, юрларĕç пухăннисем.
Çакăнта вара Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче маттур, хастар, туслă çынсем пурăннине палăртса хăварас килет.
Историе аса илес пулсассăн, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи хресченсен пĕр ушкăнĕ 1928 çулта В.С.Пудовкин, В.А.Зайцев, Т.Д.Манзуркин, П.А.Архипов ертсе пынипе 60 çемье çĕнĕ вырăна, Кĕтне шывĕн сулахай (çурçĕр) енне вырнаçнă çĕрсем çине сăрта уйрăлса тухнă. Яла Çĕнĕ Сĕнтĕр тенĕ. Вĕсене 700 гектар çĕр уйăрса панă. Ял çыннисем çĕре 5-6-шар кил ушкăнланса акса тырпул туса илнĕ.
1930 çул вĕçĕнче Çĕнĕ Сĕнтĕрте колхоз, ял хуçалăх артелĕ йĕркелеме тытăннă. Çак артеле чухăнсен 8 хуçалăхĕ, батраксен 3 хуçалăхĕ, вăтам хресченсен 28 хуçалăхĕ кĕнĕ. Пĕтĕмпе 39 çемье пĕрлешнĕ. Çĕнĕ Сĕнтĕр ун чухнехи пуян ялсен шутне кĕнĕ. Колхоза кĕнĕ 39 хуçалăхăн пурăнмалли 35 çурт, 31 лаша, 39 ĕне, 150 сурăх пулнă. Колхозра вара 10 плугпа, 19 сухапуçпа, шăллă 16 сỹрепе ĕçлеме тытăннă. Çĕнĕ Сĕнтĕрти колхоза "Красное Сормово" ят панă.
Халĕ ялта "Родина" хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Анатолий Потемкин фермер хуçалăхĕ 964 гектар çĕр çинче ĕçлет. Хуçалăхра 13 ĕçчен вăй хурать. Вĕсем 155 пуç мăйракаллă шултра выльăх пăхаççĕ, çĕр çинче ĕçлеççĕ. Анатолий Егорович пуçарнипе Çĕнĕ Сĕнтĕрте кашни çулах ял кунне анлă, асра юлмалла уявласси йăлана кĕнĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"