15 июля 2016 г.
Юнкун районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн темисем:
- 2016 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснă хушăва - "Чăваш Республикин 2017 çулхи тата 2018-2019 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем" - сỹтсе явасси;
- кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсенче коммуналлă пулăшусен хакĕ улшăнни çинчен;
- çынсене пушартан, шыва кĕнĕ чухне инкек курасран сыхламалли мерăсем, пурнăçа тата пурлăха страхламалли сĕнỹсем çинчен.
Çавăн пекех информаци кунĕнче Пĕтĕм ял хуçалăх çыравне пырса тивекен ыйтусене уçăмлатаççĕ.
Пирĕн района çак кун Шупашкартан информушкăн килет. Йышра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов. Вĕсем районти ял тăрăхĕсене çитеççĕ, ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"