12 июля 2016 г.
Тăлăх ачасене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта тăлăхсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермешкĕн хыснаран 61,2 миллион тенкĕ уйăрнă.
ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, федераци тата республика хыснинчен уйăрнă укçа-тенкĕпе ятарлă çурт фондĕнчен пурăнмалли 30 хваттер туяннă. Çавăн пекех 48 çурт тумашкăн укçа уйăрнă.
Кăçал пĕтĕмпе ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă 127 ачана çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Çак тĕлĕшпе 105,2 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Вĕсенчен 44,2 миллион тенки - федераци хыснинчен, тепĕр 61 миллион тенки - республика хыснинчен.
Источник: "Каçал Ен"