АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена Аршинова журналистсемпе тĕл пулчĕ

08 июля 2016 г.

Июлĕн 5-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова Шупашкарти Наци библиотекинче республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Алена Аршинова депутат тăватă çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Çак çулсенчи чи пĕлтерĕшлĕ çитĕнỹ - вăл пуçарнипе 59 саккун проектне ĕçе кĕртни. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - "Ачасене - ача сачĕсем" проект. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикине 1 миллиард та 600 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май ача сачĕсенче 13 пин шăпăрлана вырнаçтарма май килнĕ.

Çавăн пекех Алена Игоревна пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта вĕренỹ программине ФГОСпа килĕшỹллĕн туса пĕтермелле. Ялти шкулсенчи спортзалсене реконструкцилесе çĕнетесси те пысăк ĕçсенчен пĕри. Программа хута кайнăранпа республикăри 72 спортзала юсама май килнĕ. Кăçал та 24-шне çĕнетмелле. Çак йышра пирĕн районти шкулсенчи спортзалсем те пур. Иртнĕ çулсенче Нĕркеç, Шурут, Асанкасси вăтам, Хырхĕрри тĕп шкулĕсенче спортзалсене юсаса çĕнетнĕ, кăçал Комсомольски 1-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче ĕçе пуçăннă.

Алена Аршинова республикăри ачасем икĕ е тата виçĕ сменăпа вĕренессине пăрахăçлас тĕллевпе çĕнĕ шкулсем хута ярассипе ĕçе пуçăннине пĕлтерчĕ. Акă, Шупашкар хулинчи Ф.Гладков урамĕнче çĕнĕ шкул пулмалла. Çавăн пекех пирĕн районти Элпуç ял тăрăхĕнче 160 ача вĕренмелли шкул тата 40 вырăнлă ача сачĕ кăçал хута каймалли те ырă хыпар. "Хирти Явăш шкулне çитсе курнă хыççăн тĕлĕннине пытарма кирлĕ мар. Ачасем йывăç çуртра вĕренеççĕ, туалет урамра. Çакă питĕ килĕшỹсĕр. Вĕсене çĕнĕ шкул кирлех. Паян хулара çеç мар, ялта та ачасем пĕр пек шайрах хăтлă шкулсенче вĕренччĕр", - терĕ Алена Игоревна.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче транспортпа ял хуçалăх машинисем тумалли Шупашкарти инжиниринги центрĕ хута каймалли те ырă пулăм. Çак проекта ĕçе кĕртме университета федераци бюджетĕнчен 100 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Пресс-конференцире вĕренĕве пырса тивекен нумай ыйтăва хускатрăмăр. Аслă шкул хыççăн çамрăксене ĕлĕкхиллех çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ĕçлеме ярас ыйтăва каялла тавăрма пултарни, Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицей шăпи те кăсăклантарчĕ журналистсене. Алена Аршинова вара пур ыйту çине туллин хуравларĕ, паян татса парайманнисене çитес вăхăтра уçăмлатма шантарчĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика