08 июля 2016 г.
Обществăри социаллă пурнăçпа экономика тата политика тăнăçлăхĕ, кулленхи пурнăç, çынсем малашлăха пĕр шикленỹсĕр шанчăклă пăхни ытларах чухне полицин лайăх ĕçĕнчен килет. Чăваш Енри патшалăх влаçĕн, право сыхлавĕн органĕсем тата общество организацийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине пула республикăра преступлени тăвасси чакнине палăртма кăмăллă. Гражданла эксперт пĕрлĕхĕсене явăçтарса çивĕч ыйтусене тĕрлĕ вырăнта уççăн та тĕплĕн сỹтсе явни хăрушлăха вăхăтра сирме пулăшать.
Чăваш Республикинче шалти ĕçсен пайĕн органĕсем ĕçлеме пуçланăранпа июлĕн 6-мĕшĕнче 96 çул çитрĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, çирĕп кăмăл, вăй-хал кирлĕ. Çынна ăнланма, унпа пĕр чĕлхе тупма та пĕлмелле.
Районти йĕркелĕхшĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ тимлет. Кунта пурĕ 74 сотрудник тăрăшать. 2007 çултанпа уйрăма Геннадий Кокшин ертсе пырать. Кунта çамрăксемпе ветерансем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Аслисем - тĕслĕх вырăнĕнче. Сăмахран, обществăлла хăрушсăрлăх пай начальникĕ Сергей Кокорев подполковник, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков полици майорĕ, Юрий Яковлевпа Михаил Фролов шалти ĕçсен подполковникĕсем, Сергей Мунтайкин, Сергей Свинин полици майорĕсем 20 çул ытла шаннă ĕçре тăрăшаççĕ. 15 çултан ытларах ĕçлекенсем вара - юстици майорĕ Марина Евдокимова, Галина Зайцева майор. Çак çăмăл мар ĕçе вĕсем кашниех кăмăл туртнипе суйланă. Вĕсем саккунлăха тата обществăри йĕркелĕхе, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕлес ĕçре хăйсен служба тивĕçне малалла та чыслăн пурнăçласа пырассинче пĕр иккĕленỹ те çук. Хăйсен пуян опытне полицейскисем шалти ĕçсен пайне ĕçлеме килекен çамрăк ăрăва пама та ỹркенмеççĕ, çамрăксене вĕрентсех тăраççĕ.
2016 çулхи иртнĕ 6 уйăхра муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăм район территорийĕнче 75 преступление регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 4 преступлени нумайрах. Наркотикпе, хĕç-пăшалпа çыхăннă преступленисене тупса палăртасси те ĕç-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ. Хĕç-пăшал çаврăнăшĕ пирки калас пулсан, сотрудниксем иртнĕ уйăхсенче 1 преступление регистрациленĕ, наркотикпе çыхăннă преступлени пулманни вара уйрăмах савăнтарать.
Йĕрке хуралçисен ĕçĕ ансат та çăмăл тесе калаймăн. Хуть ăçта, мĕнле пăтăрмах сиксе тухсан та вĕсен вăхăтра çитмелле. Çын пурлăхне çаратнă-и, кỹршĕ-аршă пĕр-пĕринпе харкашса вăрçăннă-и, такама хĕненĕ-и... Кунне-çĕрне пĕлмесĕр, канмалли кунсемсĕр тăрăшаççĕ пакунлă çынсем. Полицейски тивĕçĕ - саккуна лайăх пĕлни, шанчăклă та харсăр кăмăл-туйăмлă пулни. Районти йĕркелĕхшĕн тăрăшакансене вĕсен йывăр ĕçĕнче çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунас килет.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"