08 июля 2016 г.
Июлĕн 6-мĕшĕнче, юнкун, район администрацийĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăх комиссийĕн черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ.
Районти лару-тăрупа чи малтанах ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков паллаштарнă. 2016 çулхи 6 уйăхра районта 14 автоавари пулнă: 3 çын вилнĕ, 27-ĕн аманнă. Инкексен сăлтавĕ - çул-йĕр правилисене пăхăнманни тата водительсем ỹсĕр пулни.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин çул-йĕр çинчи инкексен йышне чакарма, асăрханулăха ỹстерме профилактика мероприятийĕсем ытларах ирттерме чĕнсе каланă.
Комисси членĕсем ачасене кану лагерĕсене, спорт тата культура мероприятийĕсене автобуспа илсе çỹренĕ чухне çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине те сỹтсе явнă. Унпа пĕрлех ачасемпе тăтăшах профилактика калаçăвĕсем йĕркелени, çул-йĕр правилисемпе паллаштарни те пысăк витĕм кỹрет.
Источник: "Каçал Ен"