АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пурнăçĕпе паллашнă

05 июля 2016 г.

 Çул çитмен çамрăксен пурнăçĕпе кăсăкланас, йĕркене пăсассинчен сăнаса тăрас тĕлĕшпе июнь - август уйăхĕсенче районта "Подросток" профилактика мероприятийĕ иртет. Ăна кашни çулах виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче - июнĕн 20-30-мĕшĕсенче - район администрацийĕн çул çитмен çамрăксен ĕçĕсемпе тата вĕсен правине хỹтĕлекен сектор заведующийĕ Любовь Пушкина, халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕ Светлана Дмитриева Шурут, Тукай, Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакан йывăр лару-тăрури çемьесене çитсе çул çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă. Ачасен çуллахи ĕçпе канăвне усăллă ирттерессине, вĕсене кирлĕ пек пăхассине, тĕрĕс воспитани парассине сỹтсе явнă.

Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче специалистсем 12 çемьере пулнă. Асăннă çемьесенче çул çитмен 22 ача çитĕнет. Шел пулин те, вĕсенчен иккĕшĕ çул çитмен çамрăксен районти комиссийĕнче учетра тăрать. Çавăнпа та ачасене тĕрĕс воспитани парса ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çакăншăн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика