АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç - чи хакли

05 июля 2016 г.

 Пушар мĕн тери пысăк сиен кỹме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли çинчен тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр, çапах вутпа çыхăннă инкек чылай пулать. Чи хăрушши - вут-çулăмра çул çитмен ачасен пурнăçĕ татăлни. Тĕрлĕ лару-тăрăва пула тăрсан-тăрсан аслисен ачасене килте пĕчченех хăварма тивет. Çавăнпа та сире пепкесене хваттерсемпе çуртсенче мĕнле хăрушлăх кĕтнине аса илтерес килет. Çавăнпа пĕрлех пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илни те ытлашши пулмĕ.

Ача килте пĕччен тăрса юлнă... Ăна валли хăрушсăрлăх условийĕсене мĕнле тумалла-ха? Чи малтанах çунса кайма, шыв илме тата ытти техногенлă инкексем пулассине шута илмелле. Унсăр пуçне ачан пĕччен юлма хăрамалла мар, йĕмелле мар, ку унăн сывлăхне сиен кỹме пултарать. Енчен те ача телефонпа усă курма пĕлет пулсассăн, номерăра пысăк цифрăсемпе хут листи çине çырса курăнакан çĕре çакса хурăр. Çивĕч самантра пĕчĕк ача çывăх çынна шăнкăравласа илме пултарни - чи хакли.

Шăпăрлансем пĕтĕм япалапа интересленме юратнăран вĕсемпе хăрушлăх кăтартма пултаракан япаласем пирки те час-часах калаçмалла, шăрпăк, зажигалка, электричество шнурĕсемпе розеткисем пушар патне илсе çитерме пултарнине те асăрхаттарсах тăмалла.

Аса илтеретпĕр!!!

- шăрпăкпа зажигалкăсене ачасем илме пултарайман вырăнсенче упрамалла;

- электричество е газ приборĕсемпе аслисемсĕр усă курма юрамасть;

- хăвăрт тивсе илме пултаракан япаласем (ацетон, бензин, спирт тата ытти те) те ачасем илеймен вырăнта пулмалла;

- хлопушкăсемпе, çуртасемпе те аслисемпе çеç усă курмаллине асра тытмалла.

Ачасене час-часах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтерсе тата "хĕрлĕ автан" алхасма пикенсен хăйсене мĕнле тыткаламаллине вĕрентсе тăрăр:

- май пулсан хваттертен е çуртран тухма тăрăшмалла, кỹршĕсене инкек пирки пĕлтермелле;

- ашшĕ-амăшне е çывăх çыннисене шăнкăравламалла;

- хваттертен тухма май çук пулсан балкон çине тухмалла е çулăмран инçе пỹлĕме тарса пытанмалла, алăксене хытă хупмалла, аслисене шăнкăравласа пĕлтермелле, пулăшу ыйтса чỹречерен кăшкăрмалла;

- енчен те сĕрĕм картлашка площадкинчен кĕрет пулсассăн, алăка уçмалла мар, аслисене шăнкăравламалла е балкон çине тухса "Пушар! Пулăшăр!" тесе кăшкăрмалла.

Çỹлерех асăннă правилăсене асра тытсан пепкесене килте пĕччен хăварма шикленмелле мар. Май пулсан ачасене кỹршĕсене е çывăх тăвансене парса хăварма тăрăшмалла е хваттере çывăх çыннăрсене, тăванăрсене ачăрсене пăхма чĕнме тăрăшăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика