АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа шанăç - çемье тĕрекĕ

05 июля 2016 г.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче пысăк уяв пулчĕ. ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕсем çитес вăхăтра хăйсен хутшăнăвĕсене регистрацилеме хатĕрленекен Алексей Гавриловпа Наталья Галкинана чысларĕç, пил сăмахĕсем каларĕç, мăшăрлану мĕн иккенне ăнлантарчĕç, çĕнĕ пурнăç çулĕнче телейпе ăнăçу çеç сунчĕç.

- Пĕр-пĕрне хисеплесен çемьере татулăх, çураçулăх хуçаланĕ, юрату сỹнмĕ. Мăшăр хушшинче тирĕк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть, паллах. Анчах кирек хăçан та упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕн ятне ямасăр пурăнмалла, ачи-пăчине ырра вĕрентмелле, çакна хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетмелле, - терĕ Ольга Витальевна.

Унăн шухăшне малалла тăсса Светлана Портнова çапла пĕлтерчĕ: "Юратăва хăват парса тăмасан вăл сỹнме пултарать. Чи малтанах çыннăн ĕç тĕлне пĕлмелле, çĕр-аннене юратмалла. Çынсене хисеплемелле, йывăрлăх сăлтавне шыраса вĕсене çиленсе çỹремелле мар. Тата хамăра юратмалли çинчен те асра тытмалла. Унсăрăн пирĕн чуна такамах ăшăтĕ..."

"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн музыка руководителĕ Ольга Еремеева вара пулас çамрăк мăшăрпа Гавай утравĕсенчен пирĕн пата килнĕ Хăйăр церемонийĕ ирттерчĕ. Асăннă церемони вăхăтĕнче хĕрпе каччă пĕчĕк савăтран пысăккине черетпе хăйăр ячĕç. Ку церемони икĕ пурнăç пĕрлешнине пĕлтерет иккен. Ара, пысăк савăтри хăйăр пĕрчисем халĕ пĕр-пĕринчен уйрăлмĕç, çапла мăшăрсен чĕрисем те халĕ уйрăлмĕç, пурнăçĕсем те çыхăнса ларĕç.

Ирттернĕ уявпа пулас çамрăк мăшăр кăмăллă юлчĕ пулĕ тетпĕр. ЗАГС уйрăмĕн специалисчĕсен ячĕпе çамрăксене çирĕп сывлăх, ăшпиллĕхпе юрату, хăйсен вăйне шанма, хастар кăмăл, телей тата ырлăх сунатпăр.

Уява çỹллĕ шайра ирттерме пулăшнă Мария Долговăна, Ольга Карсаковăна, Ольга Еремеевăна чĕререн тав тăватпăр.

О.ФЕДОТОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика