АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сасăлăр! Сĕнỹсене шута илеççех

05 июля 2016 г.

Раççей Тĕп банкĕ 2017 çулта çĕнĕ хут укçасем - 200 тата 2000 тенкĕлĕххисене çаврăнăша кăларать. Вĕсем çинче сăнлакан ỹкерчĕксене Раççейре пурăнакансен суйласа илмелле. Çавна май июнĕн 28-мĕшĕнче Твоя-Россия.РФ. сайтра сасăлавăн пĕрремĕш тапхăрĕ уçăлнă. Вăл июлĕн 28-мĕшĕччен пырĕ. Çак вăхăтра Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн символне сĕнме пултарать е пĕр-пĕр символшăн сасăлама ирĕк пур. Иккĕмĕш тапхăрта (августăн 5-30-мĕшĕсенче) обществăлла шухăша шута илекен фонд халăхра ыйтăм йĕркелет. Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшỹллĕн паллă 10 хулана тата символсене палăртаççĕ. Сасăлавăн виççĕмĕш тапхăрĕнче, сентябрь уйăхĕнче, 10 хула-лидертан иккĕшне тата 4 символа суйласа илеççĕ. Шăпах вĕсене çĕнĕ укçасем çинче пичетлеççĕ те.

Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче пурăнакансем Твоя-Россия.РФ. сайтра хăйсен сĕнĕвĕсене хăварма та ĕлкĕрнĕ. Вĕсем Андриян Николаев, Василий Чапаев палăкĕсене, "Анне" монумента тата ытти паллă вырăнсене сĕннĕ.

Сасăлава кашнинех хутшăнар. Çĕнĕ укçа-тенкĕсем çинче Чăваш Енĕн паллă вырăнĕсем сăнлансан пит аван.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика