01 июля 2016 г.
Патриотла воспитани парасси ача садĕнченех пуçланать. Кашни арçын ача çĕршыв хуралçи пулма хатĕрленет. Хальхи шкул умĕнхи пĕлỹ паракан учрежденисенче çарпа патриотла воспитани парассине Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Аслă Çĕнтерỹ, Патшалăх символĕсен кунĕсемпе çыхăнтарса пыраççĕ.
Чи хакли вара - пĕчĕккисене чăн ĕç-хĕле явăçтарни. Çавна май "Асамат кĕперĕ" ача сачĕн аслă ушкăнĕн салтака ăсатнă çĕре хутшăнма май пулчĕ. Ача сачĕн коллективне хаклă ĕçтешпе, спорт ушкăнĕн членĕпе, ырă кăмăллă Алексей Лебедевпа уйрăлма çăмăлах пулмарĕ. Ачасем вара çĕршыва хỹтĕлеме çепĕç Леша тетĕшне, никам та, нихçан та палласа илеймен Хĕл Мучие, ăсатрĕç. Кашнин чунĕнчех Леша чăн-чăн арçын, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи пулнипе мăнаçлăх туйăмĕ çуралнă.
Салтак аттине тăхăнасран тарса çỹремен каччăсемпе мухтанмалăх пур, паллах. Çавăнпа та ачасем Лешăна ăçтан салтака илсе кайнипе те паллашма кăмăл тунă. Ача сачĕн воспитателĕсем Чăваш Ен çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмне экскурси йĕркеленĕ. Кунта вара шăпăрлансем ыйту хыççăн ыйту панă: "Мĕн вăл военкомат?", "Призывниксене ăçта тата мĕн тума илсе каяççĕ?", "Мĕншĕн салтака аннепе кайма юрамасть?" тата ытти те. Ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине çар комиссарĕ Сергей Данилов туллин хуравланă.
"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн коллективĕ ĕçтеше салтака ăсатнă май вăл хĕсметре хăйне тивĕçлĕ енчен çеç кăтартасса иккĕленмест. Алексей пек каччăсем çĕршыв хура-лĕнче тăрсан ачасене нимĕн те шиклентермĕ.
А.АЛБУТОВА.
Источник: "Каçал Ен"