АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ спортзал - пысăк çитĕнỹсем

01 июля 2016 г.

Юлашки çулсенче спортпа физкультурăна суйласа илекенсен йышĕ ỹссех пырать. Паллах, пурте вăйă-ăмăрту çĕнтерỹçисем пулаймăпăр, анчах та сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, тĕрлĕ хускану туни шăм-шакшăн усăллă пулнине чухлатпăр. Каçкỹлĕм çынсем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çемйипех е ушкăншарăн уçăлса çỹренине сăнасан пушшех савăнатăн. Кунта хăшĕ чупать, хăшĕ утса çỹрет, теприсем вара волейболла, футболла выляççĕ, нумаях пулмасть кунтах вырнаçтарнă спорт оборудованийĕ çинче кĕлеткине çирĕплетеççĕ. Патшалăх çынсен сывă пурнăç йĕркине тытса пыма нумай тăрăшать, спорт площадкисем, ФСКсем çĕкленеççĕ, мĕнле кăна спорт ăмăртăвĕсем иртмеççĕ тата.

2016 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви "Развитие образования на 2013-2020 годы" патшалăх программине тĕпе хурса хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн 2016 çулта федераллă бюджетран яллă вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисен спортзалĕсене юсав ĕçĕсем тума субсиди куçармалла. Пирĕн республикăна федераллă бюджетран 22,3 миллион тенкĕ куçнă, республика бюджечĕн софинансированийĕ 3 миллион тенкĕпе танлашнă.

Аса илтеретпĕр: республикăра 2014-2015 çулсенче 72 спортзала тĕпрен юсанă пулнă. Кăçал вара 26 спортзала юсама палăртнă. Пирĕн район ертỹлĕхĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тăрăшнипе Комсомольски 1-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсем спортзал юсама палăртнă шкулсен списокне лекме пултарчĕç. Юсав ĕçĕсем тума, спорт хатĕрĕсем вырнаçтарма кашни шкула уйăрнă 888 пин тенкĕ спортзал маччисене, стенисене, урайне илемлĕ сăн кĕртме те, чỹречисене улăштарма та, çăвăнмалли-хывăнмалли пỹлĕмсене туса çитерме те çителĕклĕ пулмалла.

Паянхи куна асăннă шкулсенче юсав ĕçĕсене çанă тавăрса пурнăçлаççĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче Комсомольскинчи РСУ, Урмаел вăтам шкулĕнче Шупашкарти "ДИС" ООО СК компанисем тăрăшаççĕ. Асăннă организацисем юсав ĕçĕсене пурнăçлани шкулсемшĕн начар мар, ертỹçисем те, ĕçченĕсем те питĕ яваплă, тăрăшуллă. Пур ĕçе те контрактра палăртнă вăхăтра вĕçлеме тăрăшни те çакна кăтартса парать. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне юсав ĕçĕсем вĕçленессинче те иккĕленỹ çук.

Комсомольскисем яланах ĕçре те, спортра та маттур пулнипе палăрса тăнă. Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ спортзал алăкĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасемшĕн яри уçăлса кăмăла çĕклĕç, татах та çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарĕç.

Н.БЕЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика