01 июля 2016 г.
Çемье - обществăн тĕп пайĕ, унта çынсем хушшинчи кăмăл-сипет, ăс-хакăл, эстетика, хуçалăх хутшăнăвĕсен пĕтĕм енĕ туллин палăрать. "Çемье халалĕсем чăваш хушшинче яланах çирĕп пулнă. Çав тупрана лайăх сыхласа упрăр. Çемье телейĕ - пурнăçри йывăрлăхсенчен сыхлакан шанчăклă хỹтĕлев", - тесе ăс панă чăвашсен аслă çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев. Чăваш Республикинче çемье институтне тĕреклетме пулăшакан ĕç çирĕппĕн пырать.
Акă, нумаях пулмасть Шупашкар хулинчи "Каскад" суту-илỹ центрĕнче ачасене усрава илнĕ çемьесен "Çемье ăшши" республикăри пултарулăх конкурсĕн юлашки тапхăрĕ вĕçленнĕ. Асăннă конкурсра район чысне муниципаллă тапхăр çĕнтерỹçисем, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Евграфовсен çемйи хỹтĕленĕ. Вĕсем конкурс валли ятарласа çемье гербне, "Манăн туслă çемье" хаçат хатĕрленĕ, хăйсен çемйипе презентаци урлă паллаштарнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ вара июлĕн 8-мĕшĕнче, ачасен пултарулăх керменĕнче иртекен ачасене усрава илнĕ çемьесен 4-мĕш форумĕнче паллă пулĕ.
Евграфовсен çемйи пирки ялта ыррине çеç илтме пулать. Валерий Николаевичпа Надежда Виссарионовна 3 ача çуратса ỹстернĕ. 24 çулхи Дмитрий строительство техникумне вĕренсе пĕтернĕ, Мускав хулине ĕçлеме çỹрет, авланма хатĕрленет. 20ри Андрей та тетĕшĕ хыççăн строительство техникумне çул тытнă, нумаях пулмасть çар ретĕнчен таврăннă. Кĕçĕнни Яна вара 1-мĕш класс пĕтернĕ. Унсăр пуçне Евграфовсем ачасене çемьене йышăнакан ашшĕ-амăшĕ шутланаççĕ. Кунта Валерияпа Владимир Александринсем хỹтлĕх тупнă. Вĕсем кунта 4-мĕш çул пурăнаççĕ ĕнтĕ. Иккĕшĕ те шкулта аванах ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Пĕртăвансем пĕрремĕш кунтанах çемье ăшшине тупнă. Усрава илнĕ мăшăрăн тăрăшулăхĕпе юратăвне пула ачасем шкулта йĕркелекен кашни пултарулăх мероприяти-конкурсне хутшăнаççĕ. Валерия пушă вăхăтра бисерпа тĕрлеме кăмăллать. Володя тĕрлĕ ĕçре аслисене пулăшсах тăрать. Паллах, килти хуçалăхри ĕçсене ачисемпе пĕрле пурнăçлаççĕ вĕсем. Аслă тĕпренчĕкĕсене те Евграфовсем мĕн пĕчĕкрен ĕç пурнăç тыткăчи пулнине вĕрентнĕ. Халĕ çак йĕркене кĕçĕннисем хăнăхаççĕ. Пушă вăхăтра вара çемйипех канма юратаççĕ. Капмар çуртра пурте туслă пурăнаççĕ. Пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Пĕр-пĕрне урок тума пулăшаççĕ. Пĕчĕк Янăна вара аслисем юратаççĕ.
Унсăр пуçне çемье туслăхĕ районти çеç мар, республикăри конкурссенче те час-часах палăрать. Акă, 2014 çулта вĕсем "Калейдоскоп семейных талантов" фестиваль-слета хутшăннă. Ачасене усрава илнĕ çемьесен Канаш хулинче иртнĕ слетĕнчен Евграфовсем Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе таврăннă.
Валерий Николаевич Мускава ĕçлеме çỹренĕрен, килте час-час пулманран, ачасем унсăр тунсăхлаççĕ, ăна пурте кĕтеççĕ. Çакă мар-и вăл çемье ăшши, çемье телейĕ? Ĕçре те, канура та пĕрле пулни кил-йыша çирĕплетет, пĕр чăмăра пĕтĕçтерет. Çапла, çемье пĕрлĕхĕнчен ырри нимĕн те çук.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"