АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ

01 июля 2016 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Вăл август уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.

Ял хуçалăх çыравне пысăк шайра ирттерес, ун вăхăтĕнче тулли те тĕрĕс информаци пухас тĕллевпе район территорийĕнче тăватă инструктор участокĕ уçнă. Участоксем Комсомольскинче, Аслă Çĕрпỹел, Урмаел тата Аслă Чурачăк ялĕсенче вырнаçнă. Вырăнта пурăнакансем килте переписчиксене кĕтмесĕрех участоксене çитсе ыйтусем çине хуравлама пултараççĕ. Комсомольскинчи участокра Татьяна Кокорева инструктор йышăнать. Эсир ун патне 5-14-06 е 8-987-670-07-27 номерсемпе шăнкăравлама та пултаратăр. Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче Людмила Столярова инструктор ял çыннисене йышăнать. Урмаелĕнче Ильгамия Адиева, Аслă Чурачăкра Надежда Зотова инструкторсем кирлĕ пулăшу парĕç. Вĕсем ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 19 сехетчен ĕçлеççĕ. Çавăн пекех сире хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусене ял хуçалăх çыравĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Нина Воронова та кирлĕ хурав парĕ. Пирĕн пата 5-12-96, 8-987-670-33-42, 8-987-670-35-74 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр. Унпа пĕрлех çырав кампанийĕ вăхăтĕнче Раççейĕпех хĕрỹ лини телефонĕ ĕçлет - 8-800-707-20-16 (шăнкăрав тỹлевсĕр).

Хальхи вăхăтра районти 24 переписчик хăйсене уйăрса панă участоксенче ĕçе пуçăннă. Вĕсен районти 10700 уйрăм хуçалăха, 266 фермер хуçалăхне, 9 уйрăм предприниматель патне çитмелле.

Переписчиксене мĕнле палласа илме пулать? Вĕсем кăвак тĕслĕ жилетпа пулĕç, ун çинче - ятарлă эмблема. Пуçне хĕвелтен хỹтĕленмелли шĕлепке тăхăнĕç, ун çине "ВСХП" тесе çырни пулĕ. Çавăн пекех çырава тухнисем кăвак тĕслĕ портфель йăтĕç. Кашни çыравçăн ятарлă удостоверени пур. Переписчик сире хăйĕнпе паллаштарĕ, ыйтусем çине хуравлама ыйтĕ. Çырав вăхăтĕнче çынсенчен выльăх, çĕр шутне ыйтса пĕлнĕ е ытти сведенисене илнĕ чух документ ыйтмаççĕ. Çапах та сирĕн информацие туллин пĕлтерме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен эпир панă хуравсенчен районта, республикăра, çĕршывра ял хуçалăхĕ малашне мĕнле аталанасси килет. Çыравра пухнă пĕтĕмĕшле информацие тĕпе хурса ял хуçалăхне кирлĕ пек тимлĕх уйăрĕç.

Н.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика