01 июля 2016 г.
Пĕрлехи суйлав кунĕнче, кăçалхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче, эпир Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш созыври депутачĕсене суйлăпăр. Июнĕн 29-мĕшĕнчен суйлав комиссийĕсем Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас текенсенчен заявленисем йышăнма пуçларĕç те ĕнтĕ.
Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕ ку кампанинче округри суйлав комиссийĕн полномочийĕсене пурнăçлать. Комисси председателĕ Новелла Розова пĕлтернĕ тăрăх, пĕр мандатлă 4-мĕш Комсомольски округне Комсомольски районĕ (Элпуç, Тукай, Шурут ял тăрăхĕсемсĕр пуçне), Елчĕк районĕ тата Канаш районĕн пĕр пайĕ кĕреççĕ. Июнĕн 29-мĕшĕ пирĕн ОСКшăн та пушăлла иртмен, депутат пулас кăмăллă пĕрремĕш çынран документсем йышăннă. Вăл - Александр Васильевич Тихонов, 1968 çулта çуралнă, Комсомольски тĕп район больницин шăл тухтăрĕ. Александр Васильевич хăйĕн кандидатурине хăй сĕннĕ.
Сăмах май, округри суйлав комиссийĕн ĕç вăхăчĕ çинчен те каласа хăварар. Комисси членĕсем июнĕн 29 - июлĕн 29-мĕшĕсенче 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен апат вăхăчĕсĕр, кану кунĕсĕр ĕçлĕç. Суйлав пĕрлешĕвĕсемпе кандидатсенчен документсем йышăнĕç, вĕсене тĕрĕслĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"