АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем сỹтсе явнă

01 июля 2016 г.

Çак эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ĕçлĕ канашлусене хутшăннă.

Акă, июнĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче наркотиксене хирĕç ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Тĕлпулура район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Лариса Антонова 2016 çулта ачасемпе çамрăксен ĕçпе канăвне йĕркелесси пирки каласа панă. Лариса Макаровна палăртнă тăрăх, июнĕн 1-21-мĕшĕсенче районти 21 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче 28 лагерь ĕçленĕ, вĕсем хушшинче 18-шĕ - сывлăха çирĕплетекен, 7-шĕ - ĕçпе кану, 3-шĕ профильлĕ лагерьсем пулнă. Шкулсем çумĕнчи лагерьсене 713 ача çỹренĕ, вĕсене апатлантарма 1212813 тенкĕ тăкакланă.

Унсăр пуçне ĕçлĕ ларура çамрăксем хушшинче наркоманипе кĕрешес енĕпе тунă тата пурнăçламалли профилактика мероприятийĕсене сỹтсе явнă.

Июнĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски район прокурорĕ Владимир Николаев районти право хуралĕн органĕсен ертỹçисене пуçтарса канашлу ирттернĕ. Канашлăва Алексей Самаркин, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Константин Кокшин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Канашлура рецидивлă преступлени тăвассинчен асăрхаттарассине, ирĕке тухнă çынсен пурнăç условийĕсене тĕрĕслесе тăмаллине сỹтсе явнă, ятарлă мерăсем йышăнмаллине палăртса хăварнă.

Çав кунах коррупцие хирĕç кĕрешес тата йĕрке тăвас енĕпе тимлекен канашăн ларăвĕ ирт-нĕ. Районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков çул-йĕр çинчи лару-тăрупа паллаштарнă. Кăçалхи 5 уйăхра район территорийĕнче 11 авари регистрациленĕ, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 24-шĕ аманнă. Водительсемпе çуран çỹрекенсен тимлĕхне ỹстерес тĕллевпе район территорийĕнче "Нетрезвый водитель", "Пешеход. Пешеходный переход" профилактика мероприятийĕсем те ирттернĕ.

Алкоголизмпа тата наркоманипе кĕрешес ĕçсем мĕнле пынипе районти шалти ĕçсен пайĕн полици начальникĕн çумĕ Сергей Кокорев паллаштарнă.

Канашлусенче халăха пăшăрхантаракан ытти ыйтусем тавра та калаçнă. Çỹлерех асăннă ыйтусене сỹтсе явса комисси членĕсем тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика