АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Парксен маршĕ - 2016"

28 июня 2016 г.

Пĕтĕм тĕнчипе пыракан "Мир заповедной природы" конкурса Комсомольски пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăтам шкулĕсен ачисем активлă хутшăннине палăртас килет. Конкурсăн республикăри тапхăрне "Присурский" заповедник йĕркеленĕ. Пĕтĕмлетỹсем тăрăх, çак пĕлтерĕшлĕ конкурса республикăри 7 районтан (Вăрнар, Куславкка, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай тата пирĕн район) оргкомитета ачасем 60 ĕç (ỹкерчĕксем) тăратнă.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш класне пĕтернĕ Анастасия Чипчигина "Парксен маршĕ - 2016" акцире 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

"Мир заповедной природы" конкурс çĕнтерỹçисем хушшине Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн ултă вĕренекенĕ (ертỹçи О.Г.Матвеева) призерсем шутне кĕме пултарчĕ. Вĕсем: Ландыш Зарипова, Арине Алиуллина, Лина Садртдинова, Арина Александрова, Ольга Юркина, Дарья Соловьева.

Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсене çийĕнчех Мускава, тĕнче конкурсне пĕтĕмлетекен оргкомитета, ярса панă. Шансах тăратпăр, пирĕн район ачисен пултарулăхне унта та тивĕçлипе хаклĕç.

Ф.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика