28 июня 2016 г.
Июнĕн 23-мĕшĕнче "Агро-100" клуб 2015 çулхи пĕтĕмлетỹсемпе республикăри чи лайăх хуçалăхсене пĕлтернĕ. Рейтинга палăртнă чухне ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçне ятарлă методикăпа тĕплĕн тишкереççĕ. Продукци сутнине, акмалли лаптăксене, рентабеллĕхе, уйăхри вăтам ĕç укçине тата ыттине те шута илеççĕ.
Асăннă рейтинга çулсеренех Комсомольски районĕнчи хуçалăхсем йышлăн лекеççĕ. Акă, 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе унта 13 хуçалăх кĕнĕ пулсан, 2015 çулшăн - 14-ăн. Вĕсем: "Слава картофелю", "Комсомольские овощи" агрофирмăсем, "Рассвет" кооператив, "Урожай" колхоз, "Асаново", "Восток", "Дружба", "Слава", "Труд" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Сюрбеево" ООО, "Искра" колхоз, "Золотой колос", "Родина", "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕсем. Çакна палăртмалла: малтанхи виçĕ хуçалăхĕ рейтингăн 3-мĕш, 11-мĕш тата 38-мĕш картлашкисенче çирĕпленнĕ. Кашни хуçалăхах "Агро-100" клубăн сертификатне парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"