28 июня 2016 г.
Кăçал Республика кунне Шупашкарта тата Элĕк районĕнче анлă паллă турĕç. Уяв тĕрлĕ мероприятисемпе, фестивальсемпе, конкурссемпе пуян пулчĕ. Унпа пĕрлех çĕнĕ объектсем те хута кайрĕç.
Элĕк районĕнчи Йăлкăшра çĕнĕ ФАП хута янишĕн ял çыннисем чунтан савăнчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта уçма йышлăн пухăннă. Уяв ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, район пуçлăхĕ Владислав Волков, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата ыттисем хутшăннă.
Элĕк районĕнче иртекен Республика кунне ачасемпе çамрăксен "Хĕлхем" спорт шкулĕн территорийĕнче уçнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕксемпе хăнасене саламланă май килĕшỹпе туслăх, малашлăхра ăнăçупа çитĕнỹсем суннă. "Республика кунĕн уявĕ ячĕпе пире саламлама Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи пултарулăх коллективĕсем килсе çитни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çакă пире экономика тата культура çыхăнăвĕсене çирĕплетме май парать. Пирĕн вара çав пуянлăха çитĕнекен ăрусем валли упрамалла", - палăртнă вăл.
Ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунисене Михаил Игнатьев патшалăх наградисемпе чысланă.
Элĕкри Культура керменĕ умĕнчи лапамра "21-мĕш ĕмĕр Кулибинĕ" тата "Модель тăвакансен тĕнчи" ачасен техника пултарулăхĕн куравĕсем ĕçленĕ. Вĕсем хăйсен шкулĕсенче ăсталакан тĕрлĕ йышши робототехника, вĕçев хатĕрĕсен, карапсен макечĕсене вырнаçтарнă.
Шкул ачисене хирĕçле лапамра вара хăйсем тĕллĕн килте ăсталанă тĕрлĕ техника вырнаçнă. Унта та Элĕк, Муркаш, Елчĕк, Вăрнар, Çĕмĕрле, Канаш тата Шупашкар районĕсенчи чăн-чăн ăстасем килнĕ. "21-мĕш ĕмĕр Кулибинĕ" курава хутшăнакан хăйне евĕрлĕ техника заводра туса кăларнинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.
"Тури чăвашсен халăх культурин картишĕ" тỹпе айĕнчи этнографи парк-музейĕн алăкĕсене уçсанах асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнать. Парк-музейра шалта пĕр пĕчĕк ял вырнаçнă тейĕн. Кашни ялта пурăнакансем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркине пăхăнса ял "варринче" чỹк тумалли ятарлă вырăн хатĕрленĕ.
Элĕк районĕнчи пултарулăх тата Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале хутшăнакансен коллективĕсем Совет Сюзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамран пуçласа этно-графи парк-музейĕ таран савăк кăмăлпа, юрă-ташăпа иртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри "Халăх станцийĕ" фестивале Архангельскран килнĕ "Редеюшка" фольклор театрĕ пуçланă. Программăна Дагестан Республикинчен килнĕ "Гергебиль" юрăпа ташă хореографи ансамблĕ тăснă. Пысăк уява Коми Республикин Сыктывкар, Калмăк Республикинчи Лагань хулисенчен, çавăн пекех хамăр кỹршĕсен - тутарсемпе удмуртсен пултарулăхĕ те илем кỹнĕ.
Элĕк ен çыннисем чун-чĕререн кăмăллакан йăлана кĕнĕ Ĕçпе юрă тата спорт уявне "Акатуя" кăçал Раççейри Кино тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.
Спорт ăмăртăвĕсемсĕр нимĕнле уяв та иртмест. Пляж волейболне, мини-футбола, "Кĕрешỹ" пиçиххийĕпе наци çапăçăвне, Чăваш тата Мари Эл Республикисен командисем хушшинчи бокс ăмăртăвне куракансем савăнсах пăхнă.
Шупашкар. Республика кунĕнче Чăваш Енре пурăнакансем, хăнасем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Акă, халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕсем" фестивальне кăçал çĕршывăн 16 регионĕнчен пултарулăх коллективĕсем килсе çитнĕ. Чăваш Енре АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Белоруси, Эстони тата ытти çĕршыв артисчĕсем пулнă. Фестиваль республикăра пурăнакансемпе хăнасене наци культурисен илемĕпе пуянлăхне курма май парать.
"Раççей çăлкуçĕсен" ырă йăли-йĕркине ăса хывса пĕр ăру кăна мар ỹссе çитĕннĕ. Эпир хамăрăн тĕлĕнмелле пуян культурăна упраса хăварма пултартăмăр. Пирĕн тĕллев - вышкайсăр пысăк çак пуянлăха малашне те упрасси, унпа çитĕнекен ăрăва çывăхлатасси", - терĕ Михаил Игнатьев фестивале уçнă май.
Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова пурне те Республика кунĕ ячĕпе саламланă, вăл Чăваш Республикин патшалăх гимнне тата "Алран кайми" юрра пĕрле юрларĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем йăла-йĕркесене упранине, вĕсене ăруран-ăрăва вĕрентсе пынине, ĕçе, тăван тавралăха, халăха юратма тĕрĕс воспитани панине палăртса хăварнă.
"Паян Чăваш Ен аталанăвне тỹпе хывма пирĕн черет", - пĕлтернĕ вăл.
"Руç ăстисем" конкурса та Шупашкарта кашни çулах йĕркелеççĕ. Владимир, Рязань, Воронеж, Пенза, Белгород, Липецк, Киров, Чулхула, Ульяновск облаçĕсем, Краснодар, Пермь крайĕсем, Мари, Удмурт, Тутарстан республикисенчен килсе çитнĕ чи лайăх ăстасен ĕçĕсемпе хăнасем те, республикăра пурăнакансем те хаваспах паллашнă. Кăçалхи конкурс теми Ĕç çыннин сăнарне калăпласси пулнăран кашниех хăй пултарнине кăтартма тăрăшнă.
"Сирĕн ĕçĕрсенче - пысăк пуянлăх, унта хăвăр ăсталăха кăна мар, чунăра та хывнă", - тенĕ Михаил Васильевич экспонатсемпе паллашнă май.
Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти "Контур" суту-илỹпе курав комплексĕнче регионсен хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" XXIII курав уçăлнă. Ăна Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Пирĕн таварпа паллашма хăнасем çулленех çĕршыври тĕрлĕ регионтан, чикĕ леш енчен килеççĕ. Хăнасем комплексра районсемпе хула округĕсен, Итали компанийĕсен, организацисемпе предприятисен, федераци субъекчĕсенчен килнисен экспозицийĕсемпе паллашнă. Пĕлтĕр 235 компани хутшăннă, кăçал та йыш пысăк.
Кăçалхи уявра Атăл леш енчи Сосновкăра пурăнакан тăхăр çемьене çĕнĕ хваттер уççисем панă. Поселокра авари лару-тăрăвĕнче 160 çемье пурăнать. Палăртнă йыша хваттерпе тивĕçтерес ĕç 2017 çулхи авăн уйăхĕнче вĕçленмелле.
Республика кунĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Мускавран, Чĕмпĕртен, Саратовран, Пермьрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Оренбургран, Пензăран, Самартан тата ытти тăрăхран та пуçтарăннă. Хĕрлĕ тỹремри тĕп сцена çинче - республикăри халăх пултарулăх коллективĕсем. Раççей регионĕсенчен, çавăн пекех республикăри районсенчен килнĕ коллективсем Анне палăкĕ çывăхĕнчи тỹремре чăваш юрри-кĕввине чылайччен шăрантарнă.
Пирĕн районтан кайнă халăх коллективĕсем те Шупашкар хăнисене пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. "Каçал", "Шурăмпуç" халăх фольклор, "Кубняночка" эстрадăпа вокал ансамблĕсем Хĕрлĕ тỹремри тĕп сцена çине хăйсен юрри-ташшипе тухрĕç. Чĕчкен, Александровка ял тăрăхĕсенчи пултаруллă артистсем пирĕн рай-онăн хăна картишĕнче ытти регионсенчен килнисене кĕтсе илчĕç, вырăнти продукципе сăйларĕç, юрă-ташăран та пăрăнмарĕç. Район администрацийĕ вара район аталанăвне сăнлакан экспозици тăратнă.
Источник: "Каçал Ен"