24 июня 2016 г.
Çуллахи типĕ те шăрăх çанталăкра хĕвелрен тата ăшă çапасран мĕнле хỹтĕленме пулать-ха?
Ытларах ку амакпа самăрлăхпа, эндо-крин чирĕсемпе тертленекен, аслă çулсенчи çынсем, алкогольпе иртĕхекенсем, шăрăха хăнăхман çынсем, пĕчĕк ачасем аптраççĕ. Вĕсен тухтăр сĕннĕ препаратсене ĕçмелле. Чĕрепе юн тымарĕсем чирлĕ пулсан юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла.
Кăнтăрла, 11-17 сехетсенче, хĕвел айĕнче сахалрах пулма тăрăшмалла. Пỹрт чỹречисем хĕвел енне тухаççĕ пулсан вĕсене шывпа йĕпетнĕ карăпа хупламалла. Килтен тухнă чухне хăвăрпа пĕрле пир тутăр тата шыв илĕр. Урамра шăрăхран хỹтĕленме тутăра шывпа йĕпетсе пите, мăя, алăсене сăтăрмалла. Хăвăра япăхрах туйма пуçласан йĕпе тутăра çамка çине хумалла. Хĕртекен хĕвелтен сулхăнра пытанма тăрăшăр. Пуçа çутă шĕлепке е панама тăхăнмасăр е тутăр çыхмасăр ан çỹрĕр. Пир е йĕтĕн пусмаран çĕленĕ çутă тĕслĕ çи-пуç тăхăнмалла.
Кунне 2 литртан кая мар шыв ĕçмелле. Анчах хăвăрăн шĕвек нормине темиçе хут ỹстермелле мар - пỹресемпе чĕрене йывăр килĕ. Ăш хыпнине чей, морс, сĕткен, газсăр минералка лайăх ирттереççĕ. Сивĕ шĕвексене организм хăвăрт йышăнаймасть, çавăнпа вĕсем тỹрех çăмăллăх кỹреймеççĕ. Пĕчĕк сыпкăмсемпе ăшă е вĕри шĕвек ĕçсен лайăхрах.
Ытлашши çисе ан лартăр. Çусем нумай вăхăт ирĕлеççĕ, организма хушма йывăрлăх кỹреççĕ, углеводсем шыва кăларма витĕм кỹреççĕ. Окрошка, вегетариан яшки усăллă. Шăрăх тапхăрта рационра йỹçнĕ сĕт çимĕçĕсем, чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç ытларах пулмалла.
Аптраса ỹкнĕ çынна мĕнле пулăшмалла-ха? Ăна сулхăна пуçне çỹлерех хурса вырттармалла, кĕпин çухине вĕçертмелле, çамки çине сивĕ компресс хумалла. Кăштах тăвар янă сивĕ шыв ĕçтермелле. Сăмси патне нашатырь спиртĕнче йĕпетнĕ мамăк тытмалла. Çын тăн çухатнă, сывлани сисĕнмест, чĕре таппи туйăнмасть пулсан тăхтаса тăмасăр "васкавлă пулăшу" чĕнмелле, искусствăлла майпа сывлаттарма тăрăшмалла, чĕри тĕлне массаж тумалла. Аптрани иртсен те тата темиçе кун вăй хурса ĕçлеме, хĕвел çинче хĕртĕнме юрамасть.
Н.АЛЯКИНА,
терапевт.
Источник: "Каçал Ен"