24 июня 2016 г.
"Асамат кĕперĕ" ача садĕнче тĕрлĕрен хаваслă мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Çу кунĕсем пуçлансанах "Ачасене сыхлар" уяв программи питĕ анлă иртрĕ.
Ушкăнсенче те çуллана халалласа интереслĕ мероприятисем пулаççĕ.
"Капитошка" тата "Цветик-семицветик" ушкăнсем пĕрле пуçтарăнса "Хаваслă çулла" уяв ирттерчĕç. Кунта ачасем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ вăйăсенче тупăшрĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шĕкĕлчерĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç, сăвăсем вуларĕç.
Савăнăçлă уяв ачасене килĕшрĕ. Воспитательсем ача садĕнчи шăпăрлансен кулленхи пурнăçĕ хаваслă та усăллă ирттĕр тесе нумай тăрăшаççĕ.
Галина Макарова воспитатель тата физкультура енĕпе ĕçлекен Алена Зайцева инструктор ачасен канăвне усăллă ирттерес тесе ĕçлеççĕ, сывлăха çирĕплетме тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ.
В.НИКИФОРОВА,
"Асамат кĕперĕ" ача сачĕн воспитателĕ.
Источник: "Каçал Ен"