АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те яваплă

24 июня 2016 г.

Раççей Федерацийĕн 2014 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнчи 1125 номерлĕ Указĕпе тата патшалăх статистикин Федераллă службин ертỹçин 2014 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчи 481 номерлĕ "Статистика ĕçченĕн кунне професси уявĕ тесе çирĕплетни" хушăвĕпе килĕшỹллĕн статистика ĕçченĕсем хăйсен професси кунне 2015 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче пуçласа уявларĕç.

Раççей патшалăхĕн статистика историйĕ 1811 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçланнă. Çак кун I Александр патша Полици министерствине пуçарса янă. Унăн тытăмĕнче Статистика уйрăмĕ йĕркеленĕ. 1863 çулта Раççей императорĕ II Александр статистика уйрăмне Шалти ĕçсен министерстви çумне çирĕплетнĕ. Раççей статистикин çулталăкра пĕрре "Раççей империйĕн статистика тапхăрĕ" ятпа тухакан пĕрремĕш кăларăмĕ 1866 çулта пичетленнĕ. Унта территори, пурăнакан халăх, промышленноç, суту-илỹ, транспорт, çут ĕç хыпарĕсем пичетленнĕ.

Паянхи кун Чăваш Республикинче Раççей патшалăхĕн статистикин тивĕçĕсене патшалăх статистикин Федераллă службин территори органĕ Чăвашстат пурнăçлать. Чăвашстат халăх пурăнакан пĕтĕм пункта тĕпчесе перепиçсемпе тĕпчевсем ирттерет. Акă, июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ иртĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем аграри тытăмĕн лару-тăрăвне уçăмлатма кирлĕ.

Çавăнпа пĕрлех Чăвашстат халăхăн социаллă тата демографи проблемисене тĕпчессипе те нумай ĕçлет: пурнăç условийĕсем, хаклăхăн репродуктивлă тĕллевĕсем, социаллă программăсенче хутшăнни тата ытти те. Çак ĕçе ятарласа вĕрентнĕ яваплă интервьюерсене, переписчиксене явăçтараççĕ. Паянхи куна халăхран ыйтса пĕлнĕ чухне планшетсемпе усă кураççĕ пулсан, малашне Интернет урлă ыйтăмсем ирттерме тĕллев лартнă.

Пулăшу ĕçĕсемпе тĕрлĕ тавар хакĕсене кашни кун тĕрĕслекен даннăй- сене вара мобильлĕ телефонсемпе (смартфонсемпе) усă курса хатĕрлеççĕ, информаци вара çав вăхăтрах Росстата та çитет.

Статистика информацийĕ пĕтĕм категорири граждансене кирлĕ. Вĕсем çурт-йĕр "пасарĕнчи", таварсемпе пулăшу ĕçĕсен хакĕсем ỹсни е чакнипе интересленсех тăраççĕ. Кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене ведомствăн сайтĕнче, çавăн пекех экспресс-хыпарсенче, анализ меслечĕсен хучĕсенче, статистика бюллетенĕсемпе сборникĕсенче тупса вулама пулать.

Юлашки çулсенчи Раççей статистикинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ улшăнусем куç умĕнче: хальхи вăхăтра вăл вăхăтлă, эффективлă тата усă куракансемшĕн çывăх.

Статистика ĕçченĕсен кунне уявлани статистика службин ĕçĕ Раççей Федераци экономикин аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тава тивĕçлĕ пулнине хисеплесе йышăннине пĕлтерет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика