АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕç-пăшалшăн - укçа

24 июня 2016 г.

Уголовлă кодексăн 222 статйинче хĕç-пăшала, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене саккуна пăсса упранăшăн, туяннăшăн е сутнăшăн çирĕп яваплăх палăртнă - 3 çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Уголовлă кодексăн 224 статйипе вара хĕç-пăшала тивĕçлĕ шайра упраманшăн 1 çуллăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Çав вăхăтрах çын хăрушă хатĕрсене полицие хăйĕн ирĕкĕпе килсе парсан яваплăхран хăтараççĕ.

Саккуна пăсса хĕç-пăшал çаврăнăшĕн тĕслĕхĕсене пĕтерес тĕллевпе РФ Шалти ĕçсен пайĕн регионти уйрăмĕсем халăх хĕç-пăшала ирĕклĕ майпа килсе парассипе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Шалти ĕçсен пайне ирĕклĕ майпа хĕç-пăшала, унăн пайĕсене, çар хатĕрĕсене панă граждансем укçан компенсаци илме пултараççĕ.

Çавăн пек 2016 çулхи иртнĕ тапхăрта районта 1 çын хĕç-пăшала хăй ирĕкĕпе килсе панă, 1000 тенкĕ укçаллă пулнă.

Саккуна пăсса хĕç-пăшал упракан тĕслĕхсем пирки пĕлекен хисеплĕ граждансем! Эсир ЧР Шалти ĕçсен пайне 24-16-55 шанчăк телефонĕпе е 02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр, хыпара вăрттăнлăхра упрама шантаратпăр.

Л.НИКИФОРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика