АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тỹлесчĕ

24 июня 2016 г.

Июнĕн 15-24-мĕшĕсенче Комсомольски районĕн территорийĕнче "Парăмçă" ятлă операципе рейд иртнĕ. Январь-май уйăхĕсенче районта 688 çынна (2015 çулта çак вăхăтрах 558 çынна) административлă явап тыттарнă, çавăнпа пĕрлех 54 çынна (2015 çулта - 52) - ашкăннăшăн, обществăлла вырăнсенче ĕçнĕшĕн -18 çынна (2015 çулта - 6), обществăлла вырăнсенче ỹсĕрле çỹренĕшĕн - 515 çынна (2015 çулта - 423), 10 ашшĕ-амăшне (2015 çулта - 4) ачасем умĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаншăн.

Çак тапхăртах штрафа вăхăтра тỹлеменшĕн 44 протокол (2015 çулта - 41) хатĕрленĕ, вĕсенчен 20 çынна (2015 çулта - 9) административлă явап тыттарнă, саккуна пăснă 6 çынна (2015 çулта - 10) ĕçлеме палăртнă, 21200 тенкĕлĕх штраф хунă.

РФ КоАП 20.25 статйипе килĕшỹллĕн, административлă штрафа 60 кун хушшинче тỹлеменни тỹлемен штрафăн икĕ сумми чухлĕ тепĕр административлă штраф хуни патне илсе çитерме пултарать, е 50 сехете яхăн ĕçлеттерме, е 15 куна ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Енчен те штрафа вăхăтра тỹлеменнине тупса палăртсан административлă майпа саккуна пăснă тесе протокол çырма пултараççĕ, çавăнпа пĕрлех гражданина 28 сехете, суд пуличчен, ирĕкрен хăтарма май пур.

О.КОРОТИНА,

аслă лейтенант.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика