АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине ан лекĕр!

24 июня 2016 г.

Юлашки вăхăтра карас çыхăнăвĕн хатĕрĕсемпе тата Интернет сечĕпе усă курса тунă преступленисен шучĕ ỹсет. Çынсене улталаççĕ, укçа-тенкĕсĕр хăвараççĕ. Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерỹсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те - банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Преступниксем пластик карточкăсем çинчи укçана парольсĕрех вăрлама та вĕренсе çитнĕ. Унпа пĕрлех çывăх çыннăр инкеке лекнĕ, ăна пулăшма укçа-тенкĕ куçарса пама ыйтнă тĕслĕхсем те пĕрре кăна мар пулнă. Пĕр-пĕр вăйăра çĕнтернĕ е тата эсир пысăк укçа-тенкĕ выляса илнĕ тесе пĕлтерекен СМС-хыпарсем те телефонсем çине килеççĕ. Чылайăшĕ савăнса çыру çыракансем мĕн ыйтнине тăвать те ултав серепине лекет. Преступниксем çынсене улталамалли вун-вун тĕслĕх шутласа кăларма ĕлкĕрнĕ. СМС-хыпарсене ан хуравлăр, çывăх çыннăр патне шăнкăравласа сывлăхĕпе кăсăкланăр, банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр!

Ултавçăсем тем тĕрлĕ майпа та усă курнă пирки нумайăшĕ пĕлет - кун пирки хаçатсем те çине-çинех çыраççĕ, телекурав асăрхаттарать. Анчах çынсем шăнман пăр çине çав-çавах ларса юлаççĕ.

Полици граждансене тимлĕрех пулма, телефонпа е ытти майпа илекен информацие тĕрĕслеме сĕнет, палламан çынсене шанма юраманни пирки аса илтерет. Иккĕленỹ çуратакан мĕнпур тĕслĕхре çийĕнчех полиципе çыхăнма ан ỹркенĕр. Ахаль телефонпа - 02, кĕсье телефонĕпе 020 е 102 номерсемпе шăнкăравламалла.

Г.КОКШИН,

районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика