АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексем, парксем тата кĕперсем

24 июня 2016 г.

Шупашкар хулине тирпей-илем кĕртесси планпа килĕшỹллĕн пырать.

"Советская Чувашия" хаçатăн тата телекурав икĕ каналĕн "Пирĕн республика. Тĕп тема" пĕрлехи проекчĕн черетлĕ кăларăмне тирпей-илем кĕртессине халалланă. Ку вăл хуласемпе ял-поселокра пурăнмашкăн хăтлă условисем туса хурассипе çыхăннă мерăсен комплексĕ çеç мар, обществăн цивилизаци шайĕн кăтартăвĕ те.

Тасатни-шăлни те, вараламанни те пĕлтерĕшлĕ Чăваш Енĕн тĕп хули 2012 çулта пирĕн аслă çĕршывăмăрăн чи хăтлă хулисен йышне кĕчĕ те унтанпа хитреленсех пырать. Хула çулла парксемпе газонсен симĕс ытамĕнче уйрăмах хитре - ăна мĕншĕн "Раççей ахахĕ" тенине тỹрех ăнланма пулать. Акă кăçал та картишсенче, скверсенче, урамсемпе лапамсенче пĕр миллион та çĕр пин чечек лартрĕç. Клумбăсемпе вазонсене йĕркеленĕ чухне чăваш символикин элеменчĕсемпе тата наци ялавĕн тĕсĕсемпе усă кураççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Хĕрлĕ тỹремре чечек лартасси мĕнле пынине пăхнă хыççăн, ырă ĕçе хăйĕн тỹпине хыврĕ. Çĕр çине черчен хунавсене лартнă май çĕкленỹллĕ эпитетсем каламасăр чăтаймарĕ: "Мĕнле илемлĕ! Чĕрĕ организм. Кăмăл-туйăм çĕкленет". Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов та чечексене кăмăллать иккен - вĕсене килĕнче тата дачăра лартса ỹстерет.

Унсăр пуçне хула пуçлăхĕ хула Пухăвĕн депутачĕсене "Зеленстрой" АОна çĕнĕ икĕ теплица тумашкăн (халĕ вĕсем 10) укçа уйăрма ỹкĕте кĕртме пултарнă, çакă предприятие хулана 80 процент таран калчапа тивĕçтерме май парать.

"Зеленстрой" чечексен 35 тĕсне акса ỹстерет. Вĕсене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне, Республика кунне уявлас умĕн, лартса пĕтернĕ", - тет акционерсен обществин директорĕ Олег Скворцов. Михаил Игнатьев Леонид Черкесова хулара тирпей-илем кĕртес енĕпе питĕ нумай ĕçленĕ пулин те планкăна тата çỹлерех хăпартмаллине каларĕ. Тирпей-илем валли финанс йывăрлăхĕсене пăхмасăрах укçа-тенкĕ тупмаллине систерчĕ.

Паллă ĕнтĕ: 2019 çул тĕлне Хĕрлĕ тỹреме тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Проекта хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Шупашкарти картиш территорийĕсен пĕрре виççĕмĕш пайне те çĕнетмелле, çав шутрах йывăç-курăк та лартмалла. Леонид Черкесов, нумаях пулмасть Пролетари урамĕнчи 27-мĕш çурт картишĕнче хута янă тренажерсене пăхса çаврăннăскер, ачасем валли архитектура пĕчĕк формисене 2011 çултанпа 421 картишре вырнаçтарнине, кăçал тепĕр 70-шĕ çынсене йышăнма пултарнине пĕлтерчĕ. Вĕсемпе хĕллехи вăхăтра та усă курма пулать.

Мускав кĕперне Мускавсем çĕнетеççĕ

Юнашарах, заливра, çĕнĕ Мускав кĕперне тĕревлес енĕпе ĕçлеççĕ. Строительство тума тендера Мускаври "Пелискер" компани çĕнсе илнĕ. Тĕп инженерăн заместителĕ Николай Суканов Чăваш Ен Пуçлăхне тата Шупашкар пуçлăхне ĕçсем мĕнле пыни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Уйрăммăн илсен, тĕрев юписем тăххăрăшĕ те çу вĕçĕнче хатĕр пулаççĕ, анчах кĕпере малтан планланă пек раштав уйăхĕнче хута яма май килмест.Сăлтавĕ - укçа-тенкĕ çитменни (30 млн тенкĕ).

Сăлтавĕ бюрократипе çыхăннă иккен - çакă каярахпа уçăмланчĕ. Кун пекки текех ан пултăр тесе Михаил Игнатьев проекта финанслассин ыйтăвĕсене хăй тĕрĕслесе тăма шантарчĕ. Михаил Игнатьев рабочисемпе те калаçрĕ. Вĕсем кунтисемех иккен, çавăнпа вĕсен йăла условийĕсем тĕлĕшĕнчен йĕркеллех. Мускавран килнисенчен ытларахăшĕ - ертсе пыракан специалистсем. Пурăнмалли çурт-йĕре вĕсем тара илеççĕ. Бетонпа, арматурăпа, хăйăрпа тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсем çук. Кирлĕ материалсене стройкăна чăваш предприяти-йĕсенчен илсе килеççĕ.

Михаил ИГНАТЬЕВ,

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Объекта Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне уявлассине шута илсе хăпартатпăр. Федераци программине кĕме тата строительство валли 1 миллиард та 570 миллион тенкĕ илме май килчĕ. Эпир подрядчика васкатмастпăр. Чи кирли - пахалăх. Проекта пурнăçласси пирки тавлашу нумай пулчĕ. Çапах, ман шухăшпа, тунă йышăну чи тĕрĕсси. Кивĕ кĕперпе транспорт çỹрессине сыхласа хăварасси тата юнашарах çĕннине тăвасси. Ăна хута ярсан кивĕ кĕпере реконструкцилеме хупĕç. Никĕсне çирĕплетĕç, кĕпер хушшисен каштисене, тĕревсене демонтаж тăвĕç. Кĕпер пачах урăхла курăнĕ. Кайран ун тăрăх та транспорт çỹреме пуçлĕ. Пĕтĕмпе 6 полоса - çуран çỹрекенсем валли тунă çулсемпе - пулĕ. Вĕсем патне пымалли çулсене те сарлакалатĕç. Икĕ енлĕ юхăма 2018 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне уçмалла. Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле пирĕн çав тери нумай тумалла.

Ачасене - чĕрчунсем пирки

Тирпей-илем кĕртесси чун ыйтнипе пулса пырсан аван. Пĕр тĕслĕхе çеç илер. Шупашкар ГЭСĕн коллективĕ Çĕнĕ Шупашкарти "Тĕкĕрç кати" культурăпа кану паркĕнче чĕрлĕх тĕнчин чиккисене пысăклатмашкăн укçа-тенкĕ тупнă. Раща - сайра тĕл пулакан юманлăх, унти "Экологи сукмакĕн" тĕллевĕ - ачасене тăван тавралăха лайăхрах ăнланма пулăшасси. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов ун тăрăх "Чебурашка" 17-мĕш ача садне çỹрекенсемпе пĕрле утса тухрĕ. Вăл зоокĕтесе хăтлăх кĕртес ĕçе хăйĕн тỹпине хывасшăн, çавăнпа май пур вариантсене гидроэнергетиксемпе тата хула Пухăвĕн депутачĕсемпе сỹтсе явасшăн. Çакă ытти хула округĕсемшĕн те ырă тĕслĕх. Чăваш парламенчĕн вице-спикерĕ Даша Мусихинăпа, Миша Ширшовпа, Дима Семеновпа тата вĕсен юлташĕсемпе пĕрле пĕчĕк лашасене - понисене - кишĕр çитерчĕ. Ачасем кунта малтан та килнине, чĕрчунсене сăнама татах килессине пĕлтерчĕç.

Николай МАЛОВ,

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ:

- Паркри зоокĕтес питĕ лайăх, унта кашкăрĕсем те тутă, сурăхĕсем те чĕрĕ, ытти чĕрчун та кăмăллă. Çапла майпа ачасен экологи культури ỹсет. Вăрманти сукмаксем çинче çитĕннисем тăрăшнипе çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ. Пирĕн пурнăçа асфальт, тротуар плитки хурса, йывăç е тимĕр кăткăс конструкцисем вырнаçтарса çеç мар, тăван хутлăха сыхласа хăварса та хăтлăлатма пулать. Çакăн валли укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Ачасен куçĕсенче мĕн чухлĕ савăнăç, кулă - кун пеккине манăн тахçантанпах курма тỹр килменччĕ. Кунта мăнукпа килес ĕмĕт çуралчĕ. Зоокĕтес - ырăлăх патне тунă пĕрремĕш утăм. Çакнашкал тĕслĕхсене курса ача çут çанталăка, чĕрчунсене юратма пуçлать. "Тĕкĕрç катине" малалла та аталантарсан вăл Чăваш Енри чи хитре вырăнсенчен пĕри пулĕ.

Канмалли чи лайăх вырăн

Республикăра 2011 çултанпа 370 паркпа сквера реконструкциленĕ, паянхи кун ку процесс çĕнĕ шая тухать. Чи пысăк улшăнусем "Шупашкар: 500 çул" паркра пулаççĕ. Унăн территорийĕнче "Амазония" этнос комплексĕ тăваççĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче хальччен ун пекки пулман. Проекта федерацин шалти тата тулаш туризма аталантарассин программине кĕртнĕ. Унăн хакĕ - 5,5 миллиард тенкĕ. Хула влаçĕсем объекта пĕрмаях тĕрĕслесе тăраççĕ.

Леонид ЧЕРКЕСОВ,

Шупашкар хула пуçлăхĕ:

- Питĕ пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ, çитменнине - кун хыççăн кун. Объектсем - сайра тĕл пулаканнисем. Кĕçех маунтинбайк центрĕ уçăлĕ, унта Раççей велосипедист-экстремалĕсем стартсене хатĕрленĕç. Пĕвесен каскачĕсен строительствине пуçланă, пĕрремĕшĕнче кăвакалсемпе караçсем пур ĕнтĕ, çул тăвас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă. Чи кирли - инженери сооруженийĕсен пĕтĕм сетьне хума май килни. Çакă кирлĕ çуртсемпе сооруженисене хăвăртах хăпартма май парать. Аквапарк, океанариум пулĕç, Шупашкар кремльне çĕнĕрен тумалла, гостиницăсем, кафесемпе ресторансем уçăлĕç. Паркра 50 аттракцион уçăлĕ, вĕсен пысăк пайĕ çулталăкĕпех ĕçлĕ. Кунта уйрăм çын бизнесĕ спорт сооруженийĕсен строительствине хутшăннă тĕслĕх пур. Мускавсем фитнес-центр хăпартаççĕ, виçĕ хутлăскерте тренажер залĕсем, бассейн пулĕç. Проекта 2019 çул тĕлне - Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле - пурнăçлама палăртнă. Хăшĕсем йывăçсемпе тĕмсене каснăшăн пăшăрханаççĕ. Анчах çакăнсăр реконструкци тума май килмест, йывăç-тĕм каярахпа питĕ нумай лартăпăр.

Парк хула çыннисемпе хăнасемшĕн канмалли чи лайăх вырăн пулĕ, Шупашкар вара пурăнас тата ĕçлес килекен хула ятне пушшех те çирĕплетĕ. "Амазония" ят пирки пăнчă лартман-ха. Эпир конкурс пĕлтерĕпĕр, унта хула çыннисем чи пысăк парк мĕн ятлă пулассине татса парĕç.

Çулсем çинче пăкăсем ан пулччăр

Тепĕр объектра - унăн тăрăмĕ "Садовый" микрорайонта пурăнакансене те, Сăкăт кĕперĕпе çỹрекен пĕтĕм водителе те кăсăклантарать - Михаил Игнатьевпа Леонид Черкесов инспектор тĕрĕслевĕпе пулчĕç. Кунта Айги проспекчĕпе Фучик урамне çыхăнтаракан икĕ шайлă "развязка" строительстви пырать. "СУОР" ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев стройка вĕçленсе пырать тесе шантарчĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ темиçе ыйтăва пăхса тухрĕç. Йывăрлăха вырăнта ăнланма тата вĕçне-хĕрне тухма лайăхрах. Вырăнти канашлура ĕçсен пысăк калăпăшне пурнăçланине, инженери пĕтĕм сетьне хунине, кирлĕ чухлĕ тăпра турттарса килнине, строительствăра çĕнĕ технологисемпе, уйрăммăн илсен шыв çулĕсене тасатасси тĕлĕшпе, усă курнине палăртрĕç.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Питĕ пĕлтерĕшлĕ объект. Унăн пĕлтерĕшĕ пурăнмалли "Садовый" комплекс хăвăрт пысăкланнăран татах та ỹсрĕ. Проекта пурнăçлама тахçанах палăртнă. Патшалăх Канашĕн, хула Пухăвĕн депутачĕсемпе сỹтсе явнă. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ыйтăва татса пама хастар хутшăнчĕ. Çапла майпа кирлĕ кăтартăва тума май килчĕ. Йăлтах йĕркеллĕ, хăвăрт пулса пырать. Генподрядчик объекта малтан палăртнă пек раштав уйăхĕнче мар, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех вĕçлеме шантарать. Çакна ырламалла çеç.

Малашлăх плансем те пур. Çав шутра - Фучик тата Богдан Хмельницкий урамĕсем хĕресленекен вырăнта çул урлă кĕпер тăвассине пуçласси те. Унăн хакĕ - 1 миллиард ытла тенкĕ. Çак магистральти - вăл хула варринчен çурçĕр-хĕвеланăç районне илсе çитерет - пăкăсенчен хăтăлăпăр, çул çинчи хăрушсăрлăха ỹстерĕпĕр. Эпĕ хула влаçĕсене Сăкăт кĕперĕн хушшисене юсама 2017 çулта укçа-тенкĕ тупма хушрăм. Ăна Çул-йĕр фондĕнчен илĕпĕр.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне "Садовый" комплексра тах-çантанпах кĕтекен тепĕр объекта - ача садне - хута яма палăртнă. Бассейнра отделка ĕçĕсене вĕçлемелли тата территорие тирпей-илем кĕртмелли - курăк акмалли, йывăç-тĕм лартмалли тата йăлтах чечексемпе илемлетмелли - çеç юлнă.

"ХЫПАР".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика