24 июня 2016 г.
Шурутри почта çыхăну уйрăмĕн коллективĕнче ултă çын тăрăшать. Туслă йыша Сылтания Галиуллова ертсе пырать. Çак уйрăмра вăй хуракансем ĕçне чунтан парăнса пурнăçлаççĕ, çавăнпах ĕнтĕ çỹлтен паракан плансене уйăхсерен çăмăллăнах тултарса пыраççĕ вĕсем. Паллах, пĕччен çитĕнỹ тума йывăр, кашниех пĕр шухăшпа, пĕр ĕмĕтпе пурăнмалла тата çулсем иртнĕçемĕн пухăннă опыт та кирлех.
Акă, Галина Уразаевăпа Роза Макова почтальонсем ку ĕçре вуншар çул вăй хураççĕ. Вĕсем Шурут тата Шурут-Нурăс ял çыннисемпе кунсерен тĕл пулаççĕ, кашни килех хаçат-журнал, çыру, куллен кирлĕ тавар илсе çитереççĕ. Ольга Морозова, Любовь Анисимова тата Гафие Умерова Йỹç Шăхаль, Юнтапа, Тутар Шурут урамĕсене хĕлĕн-çăвĕн такăрлатаççĕ. Юр-çумăр-и е шăрăх, çил-тăман-и - çанталăк çине пăхса тăма май çук почтальонсен. Ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма, вĕсене ăнланма пĕлни те ĕçре самай пулăшать. Ахальтен мар маттур хĕрарăмсен сумкисем çынсем кĕтекен изданисемпе тулли. Район хаçатне "Каçал ене" çырăнтарассине те аван йĕркеленĕ ку тăрăхра. Республикăра, Раççейре тухса тăраканнисене çырăнса илме кăмăллакансем те йышлă вулакансем хушшинче.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"