21 июня 2016 г.
Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн ачасене турттарса çỹресси çинчен калакан пайне улшăнусем кĕртнĕ. Ачасене саккун ыйтнă пек илсе çỹрессине йĕркелемесен административлă штраф та тỹлеттерме пултараççĕ. Çавна май çакăншăн яваплă организацисене е уйрăм çынсене аяларах асăннă правилăсене пăхăнмасан штраф параççĕ:
- шкул автобусне усă куракан вăхăчĕ 10 çулран ытларах пулмалла мар (саккун 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет), автобусра тахограф, ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPS/ спутник навигацийĕн аппаратури пулмалла;
- автобус водителĕн татти-сыпписĕр ĕç стажĕ юлашки виçĕ çултан кая мар пулмалла. Çавăнпа пĕрлех çулçỹрев вăхăтĕнче йĕркене пăснăшăн административлă явап тыттарнă водителе шкул автобусĕпе çỹретме юрамасть;
- автобусра фрахтовани килĕшĕвĕ, медицина тĕрĕслевĕ пирки çырни, медицина ĕçне тума ирĕк паракан лицензи копийĕ, ГИБДД машинисем ертсе пыма килĕшỹ тунă документсем, ачасене çул çинче илсе çỹрекенĕн, ачасен, апат-çимĕçсен списокĕ, маршрутăн вăхăчĕпе çитес пункчĕсем, пассажирсем мĕнле йĕркепе ларни уçăмлă пулмалла.
2016 çулхи майăн 1-мĕшĕнче РФ КоАПăн 12.23 статйине çак улшăнусем кĕнĕ:
- асăннă статьян 3-мĕш пайĕнче (ачасене турттармалли правилăсене пăхăнманшăн) водителе - 3 пин тенкĕ, должноçри çынна - 25 пин тенкĕ, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацие 100 пин тенкĕ штраф пама палăртнă;
- 4-мĕш пайĕнче вара автобусра çỹлерех асăннă документсем пулмасан водителе - 3 пин тенкĕ, должноçри çынна - 25 пин тенкĕ, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацие 100 пин тенкĕ штраф пама палăртнă;
- статьян 5-мĕш пайĕнче каçхи вăхăтра ачасене илсе çỹрес йĕркене пăссан водителе - 5 пин тенкĕ е транспортпа çỹреме 4-6 уйăха чараççĕ, должноçри çынна - 50 пин тенкĕ, хăй тĕллĕн ĕçлекен организацие 200 пин тенкĕ административлă штраф пама палăртнă.
Унсăр пуçне статья айĕнче "административлă майпа саккуна пăснишĕн уйрăм предпринимательсем хăй тĕллĕн ĕçлекен организаци пекех административлă яваплăх тытаççĕ" текен пункт хушса хунă.
О.АНДРИЯНОВ,
ЧР патшалăх автотĕрĕслев управленийĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"