АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр Невский орденне тивĕçнĕ офицерсем

21 июня 2016 г.

СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1942 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнчи указĕпе Александр Невский орденне çирĕплетнĕ. Çак ордена Хĕрлĕ Çарти командирсене çеç Аслă Отечественнăй вăрçăри çапăçура паттăрлăх, хастарлăх, хăюлăх кăтартнăшăн тата çапăçăва ăнăçлă вĕçленĕшĕн панă.

Архиври награда хучĕсемпе паллашнă май хамăр районти виçĕ офицер Александр Невский орденне илме тивĕçлĕ пулнине пĕлтĕм. Хаяр вăрçă çулĕсенче харсăр офицерсем тăван района хăйсен паттăрлăхĕпе çỹллĕ шая çĕклеме пултарнă.

Александр Невский орденне Комсомольски районĕнчен илме тивĕçнĕ пĕрремĕш офицер - 1915 çулта çуралнă Сергей Григорьевич Андреев. Вăл Луцки ялĕнчен 1937 çулта Тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнă. 1939 çулта ВКП"б" членĕ пулса тăнă. 1943 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче наградăна илнĕ вăхăтра Андреев капитан 2-мĕш Украина фронтĕнчи 7-мĕш гварди арминче стрелоксен 845 полкĕнче батальон командирĕ пул-нă. Çапăçусенче 2 хутчен аманнă, юлашкинчен - 1943 çулта сентябрĕн 6-мĕшĕнче. 1944 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче I степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне илме тивĕçлĕ пулнă.

Алексанр Невский орденне илнĕ иккĕмĕш офицер - Йăлмахва ялĕнче çуралнă Аркадий Иванович Соколов. 1941 çулта сентябрĕн 9-мĕшĕнче Свердловск хулинчи Кагановичски районĕнчи хулари военкоматран Хĕрлĕ Çара каять. Çамрăк офицер питĕ харсăр, хăюллă командир пулса салтаксене атакăна хăй хыççăн ертсе кайнă. 1944 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне илнĕ. Виçĕ хут аманнă: 19.06.1942 ç., 03.01.1943 ç., 01.03.1944 ç. Гварди лейтенанчĕ Соколов Александр Невский орденне 26-мĕш гварди дивизийĕнчи 79-мĕш гварди полкĕнче рота командирĕ пулнă чухне 1945 çулта мартăн 6-мĕшĕнче приказпа килĕшỹллĕн илме тивĕçнĕ.

Виççĕмĕш офицер - Кĕçĕн Каçал ялĕнче 1909 çулта çуралнă Михаил Давыдович Родиков. "Астăвăм" кĕнекере Комсомольски районĕнчи вăрçă хирĕнчен таврăннă салтаксем хушшинче унăн ячĕ çук. 1941 çулта августăн 7-мĕшĕнче вăрçа тухса каять. Вăрçăра фашистсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн 1943 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден илме тивĕçлĕ пулнă. 1944 çулта мартăн 20-мĕшĕнче II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне илнĕ. 1945 çулта майăн 20-мĕшĕнче пирĕн ентеше Александр Невский орденне парса чысланă. Гварди капитанĕ Родиков командир пулнă. Тăван çĕршывăмăрăн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă паттăрсен таса ячĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç.

П.ЗАЙЦЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика