21 июня 2016 г.
Çĕртме уйăхĕн 15-17- мĕшĕсенче Шупашкарта "Уçă Атăл - 2016" маркетингпа реклама фестивалĕ иртрĕ.
Совет Союзĕ саланнă хыççăнах унччен ун йышĕнчи республика шутланнă çĕршывсенчен (Литвапа Латви тата Эстонисĕр пуçне) Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула Грузи унтан тухнă. Халĕ 11 çĕршыв пĕр-пĕринпе хутшăнса аталанаççĕ. Фестивале НППП туса хунăранпа 25 çул çитнине халалларĕç. Тĕп уява авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Бишкекре (Кăркăсстан) ирттерме палăртнă.
"Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче тĕнче шайĕнчи мероприятие уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, НППП çĕршывĕсем хушшинчи монополипе кĕрешекен канаш çумĕнчи реклама енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн председателĕ Андрей Кашеваров, Пĕрлĕх çĕршывĕсенчи потребительсен прависене хỹтĕлекен консультаци канашĕн председателĕ Анна Попова, ытти сумлă хăна хутшăннă.
"Уçă Атăл - 2016" программăпа килĕшỹллĕн Правительство çуртĕнче Потребительсен прависене хỹтĕлекен консультаци тата Реклама енĕпе ĕçлекен координаци канашĕсен пĕрлехи анлă ларăвĕ иртнĕ. Раççей туризмĕн, потребнадзорĕн, монополипе кĕрешекен служба представителĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, НППП çĕршывĕсенче экономика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине палăртнă. 2014 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр промышленноç туса кăларакан тавар калăпăшĕ, тĕп пурлăха хывнă инвестици, çавăн пекех ваккăн сутнă таварçаврăнăшĕн калăпăшĕ чакнă.
Ларура турист пулăшăвĕпе усă куракан потребительсен прависене хỹтĕлес ыйтупа та хĕрỹ калаçнă. Туроператорсем, турагентсем çул çỹреме юратакансене кỹрентернĕ тĕслĕх сахал мар пулнине палăртнă.
Источник: "Каçал Ен"