21 июня 2016 г.
Тăван еншĕн, халăх ырлăхĕшĕн нумай çул тỹрĕ кăмăлпа, ырми-канми ĕçленипе ял-йыш умĕнче хисепе тивĕçнĕ çынсем кашни ялтах пур. Вĕсем пирки яланах ăшшăн, ырăпа каласа парас килет.
"Восток" ял хуçалăх кооперативĕнче тракторист-механизаторсем çителĕклĕ. Вĕсенчен пĕри - Юрий Белков. Юрий Анатольевич Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă, çак ялтах тĕпленнĕ. Вăл 1992 çултанпа вырăнти "Восток" ЯХПКра чунне парса тăрăшать.
Юрий Анатольевич хăйне шанса панă Е-281 "Марал-125" нимĕç комбайнĕпе выльăх апачĕ хатĕрлет. Унсăр пуçне çурхи ака-суха ĕçĕсене хастар хутшăнать, хирсене те им-çамлать, хĕллехи вăхăтра вара мăйракаллă шултра выльăх комплексĕнче тăрăшать. Çу каçа унăн нумай çул ỹсекен 261 гектар курăка икĕ хутчен çулса хатĕрлемелле, 70 гектар куккуруса та вăлах вырса кĕртĕ.
Маттур тракторист техникăна яланах юсавлă та тирпейлĕ тытать. "Маншăн трактор-комбайн вăл - чун киленĕçĕ, çурхи ака-суха вăхăтĕнче кунĕн-çĕрĕн хирте ирттермелли те пĕртте пăшăрхантармасть. Пирĕн ĕç яваплă. Ăшă, уяр кунсемпе усă курса хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме тăрăшмалла. Ỹркенмесен ялта та пурăнма аван. Çĕр вăл, çын пекех, хăйне юратнине, пăхнине кĕтет. Ху тăрăшнин тухăçĕ аван пулсан вара чун тата та вăйлăрах хĕпĕртет", - тет Юрий Анатольевич.
- Юрий - паха опытлă ĕçчен. Ун патне çамрăксем те сĕнỹ-канаш ыйтма яланах пыраççĕ. Юрий Анатольевич хушнă ĕçрен нихăçан та пăрăнмасть, наччасрах пурнăçлама васкать. "Ĕçне кура - хисепĕ", - теççĕ ваттисем. Тăрăшулăхшăн тата хастарлăхшăн пултаруллă механизатора кашни çулах Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарма тăрăшатпăр. Юрий Анатольевич евĕр механизаторсем тата та нумайрах пулсан ĕçĕ те ăнăçлăрах пурнăçланĕччĕ, - мухтаса калать Ю.Белков пирки "Восток" ЯХПК ертỹçи Валерий Михеев.
Тăрăшуллă механизатор пулнисĕр пуçне Юрий Белков маттур ывăл тата хисеплĕ мăшăр. Амăшĕ, 88 çулхи Иустиния Леонидовна, ывăлĕпе пĕтĕм чунтан хĕпĕртет. Мăшăрĕ Марина Дмитриевна та ĕçрен ỹркенмен упăшкипе савăнса пурăнать.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"