17 июня 2016 г.
Комсомольски районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çул вĕçĕнче 8 çын нарколог патĕнче учетра тăнă. Кăçал вара мартăн 31-мĕшĕ тĕлне пĕр çынна та шута илмен. Шел пулин те, наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсен, çавăн пекех наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ ỹссе пыни палăрать. Пĕр çулталăк каялла спайс йĕри-тавра пысăк шăв-шав кĕрлерĕ, хаçатсенче, телевиденипе кашни кунах тенĕ пек спайс хăрушлăхĕ тата унăн серепине лекни мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки çырса-каласах тăчĕç. Çапах та çамрăксем "шурă вилĕм" тыткăнĕнчен тухма васкамаççĕ. Час-часах, ытларах интернет-хаçатсенче, çамрăксем передозировкăна пула пурнăçран яланлăха уйрăлнă тĕслĕхсене тĕл пулатăн.
Çынсене наркотик ытамне илес тесе мĕн кăна шутласа кăлармаççĕ тата. Наркомансем "крокодил" ят панă дезоморфин синтетика наркотикне кодеинлă препаратсенчен хатĕрлеме май тупнă, тĕрлĕ чечек удобренийĕсемпе те усă кураççĕ. Кодеинлă медикаментсене аптекăсенче рецептсăр сутма темиçе çул каяллах чарнă пулсан та таçтан шыраса тупаççĕ çав амака. Унсăр пуçне çулталăк вăхăтне кура наркомансем кантăра, мăкăне тапăнма пикенесси те пăшăрхантарать. Çавна май ку енĕпе çитес вăхăтра шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем "Мăкăнь - 2016" операци пуçарĕç, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе килĕшỹллĕн пушă пỹртсене, пахчасене, çырма-çатрасене çитсе тĕрĕслĕç, ял çыннисемпе курнăçĕç. Çакăнта, паллах, халăха мăкăнь, кантăр çитĕнтерме юраманни пирки ăнлантарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мăкăнь ялсенче хăшĕ-пĕрин пахчинче çум курăк пек те çитĕнет вĕт - сыхă пулмалла.
Яваплă организацисем наркотиксем ан сарăлччăр тесе тăрăшаççĕ. Ĕç-пуç çивĕчлĕхĕ Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствишĕн те вăрттăнлăх мар. Çавăнпах шкул ачисене, студентсене обществăлла ĕçе явăçтарма, тĕрлĕ кружок-секципе илĕртме, спортпа туслаштарма тăрăшаççĕ. Çамрăксене ĕçпе тивĕçтерни те усал ĕç-пуçран сыхланма пулăшать. Çапах ачасемшĕн вĕренỹ заведенийĕсем, право хуралĕн органĕсем кăна яваплă пулма пултараймаççĕ. Тĕп вырăнта - çемье. Шăпах çак енĕпе çитменлĕх нумай. Правăна пăсакан çамрăксенчен нумайăшĕ - йĕркесĕр, тулли мар çемьесенчи ачасем. Анчах тепĕр чух йĕркеллĕ çемьере те ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем тĕлĕшпе тимсĕр.
Хăрушă наркотик миçе çын пурнăçне татмарĕ-ши? Унччен ирĕклĕнех сутнипе çамрăксем хушшинче вăл хăвăрт сарăлчĕ. Унăн çулне пỹлнĕ, сутма чарнă хыççăн лару-тăру улшăнчĕ темелле. Çапах хăшĕ-пĕри хăнăхнă йăларан ниепле те писесшĕн мар. Наркотик танатине çакланнăскерсем ыттисене те хăйсем хыççăн туртаççĕ. Пирĕн ачасен, тăвансен, çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ те хăрушлăха лекме пултарать-çке - çакна манас марччĕ.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"