17 июня 2016 г.
Çын пурнăçĕнче медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалли самант чылай пулать. Чир-чĕртен сипленмелле-и, сывлăха тĕрĕслемелле-и, профилактика мероприятийĕсем ирттермелле-и - шурă халатлă ĕçченсем патне кайма тивет. Ĕçĕпе хисепе тивĕçнисенчен пĕри - Комсомольскинче пурăнакан Зинаида Петровна Лебедева. Вăл медицинăра ĕçлеме пуçланăранпа кăçалхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче 40 çул çитет.
Шурă халатлă ĕçчен пулас ĕмĕт унăн çамрăк чухнех çуралнă. Çавăнпа вăл Канашри медицина училищине çул тытнă, сиплев ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăша хывма пикеннĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хурасси пысăк яваплăхпа çыхăннине кура хĕр тăрăшса вĕреннĕ. Виçĕ çултан, алла диплом илсен, тăван тăрăха таврăннă. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче ĕçе кỹлĕннĕ.
1985 çулта Зинаида Петровна Комсомольскинчи тĕп больницăра ĕçлеме пикеннĕ. Ача-пăча уйрăмĕн медсестри пулнă вăл. Çак вăхăтра медицина ĕçченĕ вун-вун шăпăрлана сипленĕ, ашшĕ-амăшне сĕнỹ-канашпа пулăшнă.
Район центрĕнчи "Кĕтне" кафе çуртĕнче поцедура кабинечĕ ĕçленине нумайăшĕ ас тăватех. Асăннă кабинетра Зинаида Петровна 17 çул тăрăшнă. Маттур хĕрарăм сипленме килекен кашни çынна тивĕçлĕ пулăшу панă. Укол тумалла-и, капельница лартмалла-и - Зинаида Петровна пур ĕçе вăхăтра, пахалăхлă пурнăçланă, пурнăçлать те. 2011 çултанпа, районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлнăранпа, унта тăрăшать. Канмалли кунсенче те ир-ирех юратнă ĕçне, пациентсем патне васкать вăл, ара, врач палăртнă уколсене шăматкун-вырсаникуна пăхмасăрах сиктерме юрамасть-çке.
Ылтăн алăллăскер, хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çынна пулăшман-ши, ура çине тăратман-ши?
- Хăш-пĕр чухне, питĕ аптăраса çитсен, киле те пулăшу ыйтма пыраççĕ. Кун пеккисене нихăçан та хирĕçлесе тăман, хам пултарнă таран пулăшнă. Çынсен ыратăвне сиресси манăн тивĕç-çке вăл, - пĕлтерет Зинаида Петровна. Пысăк ăсталăхĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕнех ĕнтĕ ăна пурте хисеплеççĕ, ĕçĕшĕн тав тăваççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"