АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă колективра ĕç кал-кал пырать

17 июня 2016 г.

Июнĕн 19-мĕшĕнче медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Вĕсем чирлĕ çынсене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе кунсерен тимлеççĕ. Çав вăхăтрах вара обществăлла ĕçсене хутшăнма, юрлама-ташлама та ăста. Пĕр сăмахпа каласан, пушă вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере районти тĕп больницăра сывлăх ĕçченĕсен агитбригадисен пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Унта районти пĕтĕмĕшле практика врачĕн 7 офисĕн коллективĕ хутшăнчĕ. Вĕсем ĕçре маттур, юрă-ташăра пултаруллă пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕç. Район центрĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăрăшакансем асăннă конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Медиксем ĕçтешĕсене "Тухтăр патĕнче" сценкăпа тĕлĕнтерчĕç, çепĕç юрри-ташшипе тыткăнларĕç.

Офисра тăрăшакансене вара уяв кунĕ умĕн уйрăммăн палăртса хăварас килет.

- Коллектив пысăк мар пулин те пурте шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлатпăр. Пире, офисри икĕ тухтăра тата тăватă медсестрана, Комсомольскинче пурăнакансене пă-хса тăма çирĕплетнĕ. Чирлисене сипленме эмел çырса паратпăр, укол е капельница тутарма сĕнетпĕр. Йывăр чирлисене район больницине е тĕп хуларисене сипленме яратпăр, - терĕ калаçу пуçарса Надежда Михайловна Алякина терапевт.

Офисра пысăк опытлă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Сăмахран, Зульфия Газымовна Азизова медсестран ĕç стажĕ 29 çул. Вăл Ульяновск хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухсанах районти тĕп больницăна вырнаçнă та, паянхи кунчченех çакăнта ĕçлет. Чи малтанах лаборантка пулнă, каярах куçсене тĕрĕслекен кабинетра, унтан КЭК медсестринче тăрăшнă. 2002 çултанпа вара пĕтĕмĕшле практика врачĕн медсестринче тимлет. Галфия Азизова медсестран та ĕç опычĕ пысăк. Вăл асăннă сферăра 27 çул ĕçлет. Çак вăхăтра акушерка та, сурансене çыхакан та пулнă.

Галфия Минатдиновна мĕн пĕчĕкренех медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнине пытармасть. Паянхи кун та вăл ĕçе тирпейлĕ пурнăçлать. Килен-каякансемпе ăшшăн калаçать, пĕлменнине ăнлантарса парать, ыйтусем çине те тĕплĕн хуравлать. Люция Минзаидовна Минуллина терапевтпа Алсу Сенатулловна Смирнова медсестран стажĕ, ĕçтешĕсемпе танлаштарсан, сахалтарах пулин те, вĕсем те ĕçе хăнăхма ĕлкĕрнĕ. Пациентсемпе яланах ăшшăн калаçаççĕ, мĕнле сипленмеллине ăнлантарса параççĕ.

Сывлăх тенĕрен, офисра тăрăшакансем тăтăшах районта пурăнакансемпе курнăçма, "Кĕтне" ФСК стадионĕнче уçăлса çỹреме те вăхăт тупаççĕ. Çак вăхăтра пациентсене мĕн канăçсăрлантарнипе кăсăкланаççĕ, сывлăха упрас енĕпе канаш-сĕнỹ параççĕ, сиенлĕ йăласем пирки пĕрре кăна мар асăнаççĕ. Ахальтен мар сывлăх шкулне çỹрекенсен йышĕ кунран-кун ỹсет.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика