17 июня 2016 г.
Çак чĕнỹпе иртет çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Олимп кунĕ. Спорт уявне Чăваш Енре те сумлăн паллă тăвĕç.
Олимп кунĕ Троицăпа пĕр кун килет пулин те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем "Олимпийский" стадионта иртекен уявран юлмасса шанаççĕ. Кăçал ăна Рио-де-Жанейро хулинче çурла уйăхĕнче уçăлакан çуллахи Олимп вăййисене халаллĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кун ирхи зарядкăран пуçланĕ. Унтан çăмăл атлетикăна юратакансем массăллă чупăва хутшăнĕç. Велосипед спортне кăмăллакансем велочупăва тухĕç. Уйрăм лапамсенче баскетболистсемпе волейболистсем вăй виçĕç. Сусăррисем дартс тата бочча енĕпе тупăшĕç. Ветерансен командисем Атăлçи кубокĕшĕн ăмăртĕç. Гимнастика, тхэквондо, брейк-данс, каратэ ăстисем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Шăматкунах пирĕн республикăра Сывлăх кунĕ иртĕ. Пирĕннисене çĕнтерме хавхалантарар!
Источник: "Каçал Ен"