АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лагерьти манăçми кунсем

15 июня 2016 г.

Ачасем чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăхăт çитрĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи "Солнышко" кану лагерĕнче 130 ача сывлăхне çирĕплетет. Ачасен канăвне интереслĕ те усăллă ирттерес тесе кашни кунах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Июнĕн 1-мĕшĕнче - ачасене хỹтĕлемелли кунра - лагере çỹрекенсем районти 31-мĕш пушар чаçĕ йĕркеленĕ куравпа кăсăклансах паллашрĕç. Пушар сỹнтерекенсен формине те тăхăнса пăхрĕç, огнетушительпе мĕнле усă курмаллине вĕренчĕç.

Çавăн пекех районти тĕп библиотекăра пулни, культурăпа кану центрĕнче спектакль курни те ачасен кăмăлне кайрĕ. Вăтам шкулта караоке юрлани вара хавас кăмăл парнелерĕ.

Пирĕн тĕллев - ачасен канăвне усăллă ирттересси. Çитес вăхăтра районти предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашăпăр, спорт кунĕсем ирттерĕпĕр, выльăпăр, кулăпăр, савăнăпăр.

Е.ПУШКАРЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика