15 июня 2016 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Раççей кунне паллă турĕ. Вăл - Раççей Федерацийĕнчи патшалăх шайĕнчи чи çамрăк уявсенчен пĕри. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă, вăл вара Раççей Конституцийĕпе унăн саккунĕсем пуç пулса тăнине пĕлтернĕ. 1992 çултанпа çав кун Раççейри пĕтĕм хулапа ялта уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.
Июнĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапама 5 пин ытла çын пухăннă. Творчество коллективĕсем çĕршывăн кĕске историне сăнлакан театрализациленĕ сценăпа уява уçнă. Раççей Гимнĕ янранă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те уяв ячĕпе саламланă. Раççей кунĕ наци пĕрлĕхĕн символĕ, патшалăхăн вăй-хăвачĕ пулнине палăртнă. Вăл чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн "Раççее юратăр, ĕненĕр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ" текен пехилне аса илтернĕ. "Çак сăмахсем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине упрать, Тăван çĕршыва юратать", - тенĕ Михаил Васильевич.
Шупашкарта пурăнакан тăхăр çамрăк çав кун Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илнĕ. Паспортсене савăнăçлă лару-тăрура панă çĕре РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă, яш-кĕрĕме саламланă.
Николай Малов Раççей кунĕ пирĕн халăхăн демократилле суйлавне палăртакан чи пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕри пулнине асăннă. "Ку уяв Тăван çĕршыва юратакан, хăйĕн историйĕпе, халăхĕпе мăнаçланакан çынсене пĕрлештерет", - тенĕ вăл.
Çамрăксене паспортсем панă май республика парламенчĕн председателĕн çумĕ çакă вĕсен пурнăçĕнчи паллă самант пулнине каланă. Çак самант Раççей кунĕпе пĕр килни пысăк вăй-хал тата мăнаçлăх туйăмĕ парса тăрĕ. "Паллах, пирĕн аслă та хăватлă Раççейĕн тивĕçлĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем пулма та хистет", - хушса хунă Николай Малов.
Источник: "Каçал Ен"