10 июня 2016 г.
Çыннăн иммун системин тĕп уйрăмлăхĕ - организма лекекен ют клеткăсене тупса палăртасси.
Енчен те иммун системин клеткисем тĕрлĕ микроба тĕл пулсан çак хутшăну иммун системин "асĕнче" юлать. Çавăн евĕр микроб организма тепĕр хутчен лексессĕн вара иммунитет ăна малтанхинчен хăвăртрах пĕтерет.
Çавăнпа та иммун системи микробсене пĕлтĕр тесе тĕрлĕ инфекци чирĕсене хирĕç вакцинаци тăваççĕ. Паянхи куна вакцинаци инфекцисене хирĕç чи эффективлă кĕрешмелли мел пулса тăнă. Çапах та хăш-пĕр оппонентсем вакцинаци уссине сивлеççĕ. Çав вăхăтрах пурнăç чăнлăхĕ пачах урăххине ĕнентерет. Сăмахран, çула тухнă мотоциклиста пуçне тăхăннă шлем, хăрушсăрлăх пиçиххийĕ водителе е пассажира инкекрен сыхланă пекех, пĕр-пĕр чиртен вакцина профилактики туни çав амакран хỹтĕлессин процентне те ỹстерет.
Вакцинаци инфекцисемпе кĕрешмелли чи перекетлĕ те юрăхлă, халăхăн мĕнпур социаллă сийĕн ĕмĕрне тăсмалли мел пулса тăрать.
2015 çулта республикăра пурăнакан 717565 çынна вакцинациленĕ.
И.СМИРНОВА.
Источник: "Каçал Ен"