10 июня 2016 г.
Çуркунне, çутçанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра, кун çути курнă Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан Галина Николаевна Белкова. Унтанпа 6 теçетке çул хыçала юлнă пулсассăн та, пĕр тăванĕсем вăл çуралнă куна лайăх астăваççĕ.
- Хĕр çуралнă, савăнăр, сире çỹлти Турă хĕр пилленĕ, - тенĕ ырă хыпар пĕлтерсе Зоя Николаевна фельдшер.
Петровсем тăххăрăн пĕр тăван. Çавна май çемьере ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхса ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ кашнинех тивĕçлĕ воспитани парса тарăн пĕлỹ илме пулăшнă. Акă, сăмахран, виçĕ пиччĕшĕ те аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕреннĕ, хĕр вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкар хулинчи Чапаев ячĕллĕ завода ĕçе вырнаçать. Çулталăк ĕçлесен вăл тăван тăрăха таврăнать. Колхозра ĕçе кỹлĕнет. Пур ĕçе те хастар хутшăнать. Галина Николаевна Вăрманхĕрри Чурачăк тĕп шкулĕнче те чылай çул тăрăшать. Халĕ ти-вĕçлĕ канура пулин те, пĕр ĕçрен те пăрăнмасть. "Восток" ЯХПК-ри кулленхи ĕçсене хутшăнать.
Галина Николаевна пурнăç çулĕпе утмалли мăшăрĕпе те ялтах паллашнă. 1977 çулта Гальăпа Толя çемье çавăрнă. Икĕ хĕрпе ывăл пăхса çи-тĕнтернĕ. Любăпа Карина вĕрентекен профессине суйласа илнĕ, Алексей - строитель. Вĕсем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, Белковсем 6 мăнукĕпе чунтан савăнаççĕ. Ачисем мĕн пĕчĕк-ренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ, аслисем мăнукĕсене те çакнах хăнăхтараççĕ. Çуллахи каникул кунĕсене шăпăрлансем ялта ирттерме кăмăллаççĕ. Галина Николаевнăпа Анатолий Гавриловичăн пысăк телейĕ - йăха малалла тăсакансенче.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"