10 июня 2016 г.
Çак кунсенче Владимир Иванович Бормотин 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Пурнăç çулĕ çинче тĕрлĕ çынпа паллашма, курнăçма, калаçма тỹр килет. Кашнийĕшĕн хăйĕн шăпи. Кирек камра та лайăххине, çынра çуккине курма, сăнлама пулать. Мухтава кăлараканни вара тăрăшулăх, сăпайлăх, ыр кăмăллăх.
В.И.Бормотин Хурнай ялĕнче 1936 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ачалăхне, çамрăклăхне пĕрре те çăмăл пулнă теме çук, хура-шурне сахал мар тỹсме тивнĕ. Комсомольски вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен вăл 1955 çулта Ростов обла-çĕнчи Сальск хулинчи ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Вăл вăхăтра çĕршыв экономикинче тивĕçлĕ улшăнусем тăвас тесе правительство 1954 çулхи март уйăхĕнче çĕнĕ çĕрсем уçма йышăну тунă. Паллах, сухаласа-акса ỹстернĕ тырра пухса та илмелле. Çавăнпа 1956 çулта Ростов облаçĕнче "Ял хуçалăхне механизацилесси" специальноçа вĕренекен студентсенчен йĕркеленĕ отряда Казахстана çĕнĕ çĕрсем çинче ỹстернĕ тырра пуçтарма ăсатаççĕ. Вырăна çитсенех студентсене "Сталинец-6" комбайн çирĕплетсе параççĕ. Çак комбайнпа Владимир Иванович 300 гектар тырă вырать, 210 тонна çапса тĕшĕлет. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна Хисеп грамотипе тата "Çĕнĕ çĕрсем уçнăшăн" медальпе чыслаççĕ.
Техникумран 1958 çулта вĕренсе тухнă хыççăн Владимира Комсомольскинчи "Сельхозтехникăна" техник-нормировщика çирĕплетеççĕ. 1961 çулта çамрăк Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет. "Ял хуçалăхне механизацилесси" специальноçпа алла диплом илет. Аслă пĕлỹллĕ инженер кирек ăçта ĕçлесен те ырă ят çеç хăварать. Тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе тата премисемпе чысланă.
1996-2004 çулсенче Владимир Иванович районта инвалидсен организацийĕн председателĕнче ĕçленĕ.
Мăшăрĕпе, Маргарита Кузьминичнăпа, вĕсем 2 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çур ĕмĕр ытла Бормотинсем пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăннă. Шел пулин те, çулталăк каялла Маргарита Кузьминична пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Паянхи кун Владимир Иванович тивĕçлĕ канура. "Ĕçчен çын валли яланах ĕç тупăнать", теççĕ халăхра. Мĕн ачаранах ĕçе кỹлĕнсе ỹснĕ арçын нумай çул ĕнтĕ хурт-хăмăр ĕрчетет, тĕрлĕрен улма-çырла ỹстерет. Вăл ир пуçласа каçчен ĕçлесе киленĕç тупать.
М.ИЛЛАРИОНОВА,
обществăлла корреспондент.
Источник: "Каçал Ен"