АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюллă пограничник

10 июня 2016 г.

1918 çулхи майăн 28-мĕшĕнче Совнарком декречĕпе килĕшỹллĕн РСФСРта çĕршыв чиккине сыхламалли тĕп управление йĕркелесе янă. Çак кун кашни çулах паллă мар салтак вилтăприйĕ çине çĕршыва сыхлакансене аса илсе чечек кăшăлĕсем хураççĕ.

Йăлмахва ялĕнчи чапа тухнă пограничникпе паллаштарасшăн. Вăл - Василий Николаевич Столяров, 1950 çулта çуралнă. Вĕсен çемйинче 5 ача пĕр-пĕрне хисеплесе ỹснĕ, ашшĕпе амăшне яланах хуçалăхра пулăшса пынă. Василий - çемьери иккĕмĕш ача, хăйĕнчен кĕçĕннисемшĕн вăл тĕслĕх вырăнне пулнă.

1970 çулхи октябрьте Василие салтака кайма повестка параççĕ. Ĕлĕкхи чăваш йăлипе, салтака каякан каччăпа юлташĕсем лаша урапи çине ларса тутăрсемпе вĕлкĕштерсе ял тăрăх юрласа çаврăннă. Çывăхри ялсенче, Курнавăшра, Кипеçре пурăнакан тăванĕсем патне те çитнĕ Йăлмахвасем. Çамрăк салтак Амур облаçĕнчи Благовещенскри пĕр заставăри пограничниксен отрядне лекет. 10 кунранах çĕршыв чиккине сыхлама шанаççĕ чăваш каччине. Унпа пĕрле хамăр ентеш те пур иккен, Шупашкар районĕнчен. Тăван чĕлхепе калаçма та пулать вăл каччăпа. Пĕр уйăхран присяга тытаççĕ. Çамрăк пограничниксем сопкăсем хушшинчи çулсене лайăх астуса юлаççĕ, йĕри-таврари вырăнсене тимлĕн сăнама хăнăхса çитеççĕ.

1971 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Василий Николаевич яланхи пекех хăйне шанса панă поста йышăнать. Ун чухне çил питĕ вăйлă уласа вĕрнĕ. Каçхине 23-24 сехетсенче сопкăсем хыçĕнче пирĕн ентеш мĕлке асăрхать. Хăюллă чăваш каччи çухалса каймасть, тимлĕрех тинкерсе пăхсан чикке пăсакан çынна курать. Устав хушнă пек вăл: "Стой, стрелять буду!" команда парать. Анчах та арçын малаллах талпăнса пырать. Çав вăхăтра Василий ытти пограничниксене пулăшма чĕнекен кнопкăна пусса ĕлкĕрет. Часах пулăшу килсе те çитет… Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Столяров рядовоя февралĕн 23-мĕшĕнче киле кайма 10 кунлăх отпуск параççĕ, ефрейтор званийĕ парса хавхалантараççĕ. Службăна йĕркеллĕ ирттерсе ярать Василий, тăван яла таврăнсан çемье çавăрать. Унăн виçĕ ывăлĕ, ашшĕ пекех, Тăван çĕршыв чиккисене сыхланă, Валерăпа Олег - Арменинче, Сергей Чечняра салтак службине ирттернĕ.

Ялти пĕрремĕш пограничник Александр Ефимович Алякин пулнă тесе çирĕплетет Ваççа тете. Пирĕн ялта пограничниксем нумайăн. Вĕсем служба вăхăтĕнче лайăх енĕпе çеç палăрнă.

П.ЗАЙЦЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика