10 июня 2016 г.
Нумай ачаллă çемье статусне мĕнле палăртаççĕ тата вĕсене çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче çăмăллăх параççĕ-и?
Л.КОНСТАНТИНОВА.
Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтересси" 48 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн çул çитмен виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем нумай ачаллисем шутне кĕреççĕ. 2004 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" 46 номерлĕ саккунпа тăватă тата ытларах ачаллă, çул çитмен виçĕ ачаллă тулли мар çемьесен пособи виçине ăшăпа, шывпа, канализаципе, газпа тата электроэнергипе усă курнăшăн тỹлемелли суммăн процентне, çакă çăмăллăх шутланать, кĕртнĕ.
Источник: "Каçал Ен"